Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Урмай

Культура Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри

Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.

«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.

Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан республика шайӗнче пӗлтӗр йышӑннӑ указа пурнӑҫласа кӑҫал Элӗк районӗнчи 6 ялти урамсенчи ҫула хытарма пӑхнӑ.

Ҫӗнӗ объектсен тӑршшӗ — ултӑ ҫухрӑма яхӑн. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама федераци хыснинчен 15,6 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 7,5 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 396 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурӑм, Хитекушкӑнь, Урмай ялӗсенче ку ӗсе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кукашни – Юрьевка – Пӗчченхыр» автоҫула та икӗ ҫухрӑма яхӑн хытарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗнчи Тӗп урамри ҫула та ҫирӗплетнӗ. Хыснаран 5,73 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Канаш районӗнче вара Алексей Макаров ятлӑ фермер никама та шанса-кӗтсе ларман: Уҫырмари К. Маркс урамӗнчи 850 метр ҫула чул сарнӑ.

 

Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.

Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.

«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.

«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

Кӗтӳ. Юрий Ефимов сӑнӳкерчӗкӗ
Кӗтӳ. Юрий Ефимов сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх пайӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн халӑхран сет туянакансем килӗшсе татӑлнӑ пек ӗҫлеменнине палӑртнӑ. Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрӗ таварпа ӗҫлекен предприятисем пӗр литршӑн 13 тенкӗ параҫҫӗ пулсан халӑхран 2 тенкӗ йӳнерехпе ҫеҫ туянма юрать.

Шел те, ку апла мар. Чи сахал тӳлекенсем — Урмай ял тӑрӑхӗнче, кунта литршӑн 7 тенкӗ ҫеҫ параҫҫӗ. Ытларах чухне 9.00-9.50 тенкӗпе туянаҫҫӗ, Асанкасси тӑрӑхӗнче ҫеҫ 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Каласа хӑварас пулать, районти ялсенче халӑхӑн пурӗ 3412 ӗне пур. Ку вӑл ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсен хуҫалӑхрисенчен 1,6 хут ытларах. Ылташши сӗте, паллах, халӑхӑн сутма тивет — урӑхла ял халӑхӗ укҫа епле ӗҫлесе илтӗр-ха? Ҫавӑнпа та район администрацийӗ сӗте йӳн хакпа туянакансемпе калаҫу ирттерме палӑртнӑ.

 

Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» фестивалӗ ҫултан ҫул куракансене килӗшсех пырать. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 20-22-мӗшӗсенче Шупашкар-Урмай-Чӗмпӗр маршрутпа иртӗ. Ҫавӑн пекех унта ҫӗнӗлӗх те пулӗ — тутарла юрӑҫисемпе пӗрле чӑваш эстрада юрӑҫисем те тупӑшӗҫ.

Пӗрремӗш тур пуҫланчӗ те ӗнтӗ — унта конкурса хутшӑнма пултаракансене суйлӗҫ. Иккӗмӗш тур Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче иртӗ. Тепӗр кун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Урмайра, фестиваль ҫуралнӑ вырӑнта, конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑнасем Чӗмпӗрте концерт кӑтартӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org