Ҫак вӑхӑтра Биатлон енӗпе тӗнче кубокӗ малалла пырать. Виҫӗмкун ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ Словенири Поклюкӑра пуҫланчӗ. Эпир, чӑвашсем, хамӑр ентешӗмӗршӗн Татьяна Акимовашӑн ҫунма пултаратпӑр.
Татьяна медальсемпе савӑнтараймасть пулин те Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ ытти хӗрарӑм хушшинче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартать. Пасьютра ӗнер, ав, 60 спортсменран финиша 20-мӗш ҫитрӗ. Паян биатлонисткӑсем, ҫав шутра Татьяна Акимова та, эстафетӑра тупӑшӗ. Вӑл Ольга Подчуфарова хыҫҫӑн старта тухӗ, унтан — Светлана Слепоцова, юлашкинчен — Анастасия Загоруйко.
Чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Тӗнче кубокӗнче тупӑшнин кӑтартӑвӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен союзӗн танлаштарӑмӗнче иккӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Унӑн активӗнче хальлӗхе — 176 очко. Свердловск облаҫӗнчи Екатерина Глазырина пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн пирӗн ентешрен 32 очко нумайрах. Лидерсенчен виҫҫӗмӗш вырӑнта — 131 очколлӑ Екатерина Шумилова (Ханты-Мансийск автономи округӗ).
Хальхи вӑхӑтра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ пырать. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Слловенири Поклюка хулинче пуҫланчӗ. 2016/2017 ҫулсенчи тапхӑрӑн хальхи ӑмӑртӑвӗнче ултӑ тупӑшу пӑхса хӑварнӑ: икӗ спринт (кӗске инҫӗшне чупасси), хӑваласа ҫитессишӗн тупӑшмалли икӗ ӑмӑрту тата икӗ эстафета.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне арҫынсенчен Антон Бабиков (Пушкӑртстан), Максим Цветков (Мускав), Матвей Елисеев (Мускав), Антон Шипулин (Свердловск облаҫӗ), Евгений Гараничев (Тӗмен облаҫӗ), Юрий Шопин (Чӗмпӗр облаҫӗ), хӗрарӑмсенчен Чӑваш Енри Татьяна Акимова, Анастасия Загоруйко (Тӗмен облаҫӗ), Ольга Подчуфарова (Мускав), Екатерина Глазырина (Свердловск облаҫӗ), Светлана Слепцова (Югра) кӗнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑрти ӑмӑрту хыҫҫӑн Татьяна Акимова уйрӑм зачетпа Раҫҫей биатлонисчӗсенчен чи вӑйли: ун чухне вӑл 49 очко пухса тӗнчери ҫав ӑмӑртӑва хутшӑннӑ биатлонисткӑсем хушшинче 23-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентеш финишра 29-мӗш вырӑна тухнӑччӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла вӗҫленнӗ пасьютра вӑл хӑйӗн позицине лайӑхлатрӗ — 20-мӗш тухрӗ. Пенӗ чухне Татьяна тӑватӑ хутӗнче те (иккӗ — выртса тата ҫавӑн чухлех — тӑрса) тӗрӗс лектерчӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Словенири Поклюка хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ старт илет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.
Раҫҫейри биатлонистсен союзӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Светлана Слепцова, Анастасия Загоруйко та кӗнӗ. Вӗсем малтан спринтра тупӑшӗҫ.
Палӑртмалла: Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн пӗтӗмӗшле зачечӗпе килӗшӳллӗн, Татьяна Акимова Раҫҫейри спортсменсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 49 очко пухса 23-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Екатерина Глазырина — 26-мӗш, Ольга Подчуфарова — 34-мӗш, Екатерина Шумилова — 38-мӗш, Анастасия Загоруйко — 46-мӗш, Светлана Слепцова 54-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Усрава илнӗ ҫемьесенчи ачасене Словение канма яраҫҫӗ. Ку вӑл Ачасен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хатӗрленӗ наци стратегине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланать. Канма ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 8-мӗшӗччен май килӗ. Усрав ҫемьери ачасене унти Терме Чатеж курортра канаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑри 12 ҫемье лекнӗ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав йыша Элӗк районӗнчи Анаткассинчи Павловсем те кӗнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстереҫҫӗ. Ҫын ачисене усрава вӗсем пуҫласа 2006 ҫулта илнӗ. Хӗрачасем пурте Юнтапари шкулта вӗренеҫҫӗ: Анюта пиллӗксемпе кӑна вӗренет, Аннӑпа Саша — тӑваттӑ тата пиллӗкпе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |