Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сингапур

Сывлӑх
© REUTERS / Yiming Woo
© REUTERS / Yiming Woo

Хальхи вӑхӑтра Китайран килнисене самай тӗрӗслени пирки эпир пӗлтернӗччӗ — сӑмахран, вӗсене Кӳкеҫ пульницине вырнаҫтарнӑ. Палӑртмалла: вӗсем пурте сывах. Ҫавах та ку чиртен 630 ҫын ытла вилнине пула, вӗсене икӗ эрне хушши пульницӑрах тытӗҫ.

Короновируспа чи йышлӑ чирлекен патшалӑх — Китай. Унта ҫак чир 31 161 пин ҫынна ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта вара — Сингапур. Вӗсен сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна 2019-nCoV короновируспа чирленӗ ҫынсен шучӗ 33 ҫитнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ку вӑхӑта сывалма та ӗлкӗрнӗ. 31 чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ е улшӑнмасть, е лайӑхланса пырать. Йывӑр чирлисем ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ.

Раҫҫейре икӗ чирлӗ ҫынна тупса палӑртнӑ — пӗрине Тӗмен облаҫӗнче, теприне Байкалхыҫ крайӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20200207/1564393846.html
 

Тӗнчере

Сингапурта пурӑнакансене ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн 511 миллион доллар валеҫесшӗн. Пӗр хутчен памалли тӳлеве ҫӗршыв хыснинче пӑхса хунӑ. Вӑл мӗнле пуласси ҫынсен тупӑш виҫинчен килӗ.

Калӑпӑр, ҫын 2017 ҫулта 28 пин доллартан ытларах ӗҫлесе илмен. Вӑл 300 доллар тӳлев илӗ. Енчен те тупӑш 100 пин доллартан иртмен-тӗк 200 доллар парӗҫ. Кунран ытларах ӗҫлесе илнисене вара 100 доллар тӳлӗҫ.

Ку тӳлеве ҫул ҫитнӗ пур ҫын та тивӗҫӗ. Пӗтӗмпе — 2,8 миллион ҫын. Сингапурта вара 5,97 миллион ҫын пурӑнать.

Палӑртмалла: ҫӑк ҫӗршывра пӗлтӗр экономика палӑртнинчен 3,6 процент ытларах ӳснӗ. Ҫынсен вӑтам ӗҫ укҫи те 5,3 процент хӑпарнӑ. 2010 ҫултанпа кусем — чи пысӑк кӑтартусем.

 

Культура

«Тӗнче Пирӗштисем» куравра чӑваш букварӗллӗ хӗрачана курма май килӗ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи искусство центрӗнче «Тӗнче Пирӗштийӗсем» арт-проектӑн пуххинчи картинӑсен куравӗ уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей, Аслӑ Британи, Македони, Хорвати, Беларуҫ, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникӗсен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ.

«Тӗнче Пирӗштийӗсем» проекта Юлия Иванова ҫамрӑк художник пуҫарса янӑ. Вӑл 1997 ҫӳлта йывӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн сываласса тухтӑрсем те ӗненмен иккен. Хӗрарӑм кашни кун Пирӗшти ӳкернӗ.

«Манӑн анне — чӑваш. Ҫавӑнпах картинӑсене Шупашкара илсе килме уйрӑмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникӗ пӗр картина илсе килчӗ. Унта вӑл чӑваш букварӗ тытнӑ хӗрачана ӳкернӗ. Унӑн историне курав уҫнӑ чухне каласа кӑтартӑп», — пӗлтернӗ Марина Тумалановӑна Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн пресс-ҫыруҫи, ҫав проектӑн директорӗ Олег Ровда.

 

Экономика
 «Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов
«Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов

Израиле кӑна мар, Филиппин Республикине те, Малайзине те, Сингапура та, Китая та, Вьетнама та, Кӑнтӑр Африкӑна та, Турцине те. Ҫук-ха, предприяти хӑй куҫса каймӗ. «Чувашторгтехникӑра» кухня валли кӑларакан оборудовани ҫавӑн пек инҫе ӑсанать.

Предприяти пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чувашторгтехника» кӗҫех Великобритание, Швецине, Данине, Норвегине ҫитесшӗн. Экспорт калӑпӑшне ӳстерсе пынине пула предприяти производство хӑватне малашне татах пысӑклатасшӑн.

Михаил Игнатьевпа Наиль Хайрутдинов ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. Предприяти пуҫлӑхӗ регион ертӳҫине пӗлтернӗ тӑрӑх, продукцин 17 проценчӗ экспорта ӑсанать. Газпа ӗҫлекен ҫӗнӗ йышши оборудовани кӑларма пуҫласа производство калӑпӑшне 30 процент ӳстересшӗн.

 

Персона Владимир Прокопьев тунӑ сӑн
Владимир Прокопьев тунӑ сӑн

Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.

Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.

58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77083
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Роман кĕтет сире – хатĕрленĕр. Анчах астăвăр: унăн малашлăхĕ пулас шанчăк пĕчĕк. Хăвăра кăсăклантаракан ĕçпе аталанăр. Ача пирки ĕмĕтленекен çынсемшĕн ăнăçлă тапхăр ку.

Юпа, 20

1935
85
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
73
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
19
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org