
Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн республикӑри 50 ҫултан кая мар пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысласси йӑлара. Кӑҫал 7 мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденне парӗҫ.
Ҫак йышра — Красноармейски округӗнчи Геннадипе Галина Ивановсем тата Владимирпа Галина Филипповсем, Куславкка тӑрӑхӗнчи Евграфипе Людмила Ивановсем, Пӑрачкав округӗнчи Владимирпа Валентина Кулясовсем, Улатӑр округӗнчи Александрпа Лидия Маланьинсем, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Петрпа Зоя Поповсем, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Геннадипе Нина Ухлиновсем.
Ҫавӑн пекех 5 ача ҫуратнӑ икӗ хӗрарӑма амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллине чыслӗҫ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Эльвира Платонова тата Куславкка тӑрӑхӗнчи Екатерина Шильгачева тивӗҫнӗ.

Элӗк, Красноармейски тата Пӑрачкав округӗсенче пӗлтӗр пушар чаҫӗсен виҫӗ ҫӗнӗ постне йӗркеленӗ. Кӑҫал Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк салинче пушар чаҫӗн тата тепӗр уйрӑм посчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пушар хуралӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлана май палӑртса хӑварнӑ.
«Эпир ҫакӑнпа кӑна чарӑнса тӑма шутламастпӑр, ҫитес виҫӗ ҫулта пушарпа кӗрешекен службӑн тата 8 подразделенине, 42 ирӗклӗ пушар командине йӗркелеме, ҫавӑн пекех республикӑри муниципалитетсенче 7 ҫӗнӗ пушар деповӗ тума палӑртатпӑр», — хыпарланӑ Элтепер.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 3 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» часах парӑнтарнӑ. Инкекре ҫынсем шар курман.
Инекеклӗ лару-тӑру министерстви вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни пирки аса илтерет.

Пӑрачкав округӗнчи Полибино ялӗнче харӑсах 6 ҫурт ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсенче никам та пурӑнман.
Ку паян 15 сехетре пулса иртнӗ. Ял ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ, 2 гектар ытла лаптӑка ярса илнӗ. Унтан ҫулӑм юхӑнса ларакан ҫуртсем ҫине куҫнӑ. Улттӑшӗ ҫунса кайнӑ. Тепӗр саккӑрӑшне пушарнӑйсем ҫӑлма пуларнӑ.
Ҫулӑмпа 2 сехет ҫурӑ кӗрешнӗ. Ҫынсем шар курни пирки хыпар пулман.

Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ.
Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Республикӑра чӗрчунсене урнӑ чиртен вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Кун пирки Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ.
Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 58 пин ытла чӗрчуна прививка тунӑ. Вӗсен йышӗнче 34,7 пинӗшӗ – выльӑх, 23,6 пинӗшӗ – йытӑ-кушак. Кунсӑр пуҫне республикӑра 48 тӗвене прививка тунӑ.
Урнӑ чир сарӑлнине пула Комсомольски, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкарта карантин пулнине палӑртнӑ.

Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна «Культура аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн хута яма палӑртнӑ.
Паллах, вӑл ялта культура мероприятийӗсене ирттермелли вырӑн пулӗ: концертсем, куравсем йӗркелӗҫ, кружоксем уҫӗҫ, пултарулӑх коллективӗсем чӑмӑртӗҫ.
Культура ҫуртне республика тата вырӑнти хыснасенчи укҫа-тенкӗпе хута яма палӑртнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Карачарский (1935-2021) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ.
Юбилей тӗлне Чӑваш кӗнеке издательствинче «Глаза моей России. Художник Николай Карачарсков» кӗнеке-альбом кун ҫути курна. Ӑна «Чӑваш Енӗн палла ҫыннисем» ярӑмпа пичетленӗ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенни – Сергей Журавлев.

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче республикӑра муниципалитетсенче Правительство кунне ирттерме тытӑнӗҫ. Старт – Улатӑр тата Пӑрачкав округӗсенче.
Элтепер Олег Николаев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, округри управлени командисемпе пӗрле аталану пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухӗҫ, Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫламалли плана хатӗрлӗҫ.
Кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑрт мӗнпур округра Правительство кунӗсем иртӗҫ.

Чӑваш наци музейӗ кӑҫал республикӑри темиҫе районта фольклорпа этнографи экспедицийӗ ирттернӗ. Музей ӗҫченӗсем Улатӑр, Пӑрачкав тата Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пулнӑ май унта вырӑссем 16 ӗмӗртен пурӑннӑ вырӑнсемпе кӑсӑкланнӑ. Экспедицисенчи тата Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар районӗсенчи музейсенчи япаласемпе Чӑваш тӗррин музейӗнче «Русские» (чӑв. Вырӑссем) куравра паллашма пулать.
