Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Потап-Тӑмпӑрлӑ

Персона
К.В. Иванов ячӗллӗ вулавӑш сӑнӳкерчӗкӗ
К.В. Иванов ячӗллӗ вулавӑш сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Афанасьев ҫыравҫӑ /1925–1985/ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.

Вулавӑшӑн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫыравҫӑ Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вырӑсла, удмуртла, тутарла лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чухне шкул ачисене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.

Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ. Вӑлах пухӑннисене ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.

Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем, Алексей Андрияновичӑн тӑванӗсем пуҫтарӑннӑ. Ҫыравҫӑн хӗрӗ Лира Белякова ашшӗне ӑшӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.

 

Культура
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кун ҫути курнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова «Контактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн пӗрремӗш кӗнеки 2023 ҫулта кун ҫути курнӑ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть, ав, виҫҫӗмӗшӗ пичетленсе тухнӑ.

Алексей Афанасьев Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Пултаруллӑ ҫав ҫын вырӑсла та, удмуртла та лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӑн иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Издательствӑра хыпаралнӑ тӑрӑх, Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кивелми произведенисен шутне кӗрет. Чӑваш Республикин наци библиотеки хатӗрленӗ «Вуламалли 100 кӗнеке» списока та ахальтен лекмен вӑл. Вулакансем ыйтнипе Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна тепӗр хут кӑларма йышӑннӑ. Пӗлтӗр пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ, кӑҫал — иккӗмӗшӗ.

Кӗнеке авторӗ – Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Афанасьев прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Вӑл ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ. «Нарспи» поэмӑна, «Айтар» драмӑна тата ытти хӑш-пӗр произведение удмуртла куҫарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Тутарстан чӑваш пики – 2018» республика конкурсӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртнӗ. Вӑл Хусанти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче пулнӑ.

Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп титулшӑн 13 хӗр тупӑшнӑ. «Йӗркелӳҫӗсем маларах шантарнӑ пекех ҫӗнӗлӗхсем нумай пулчӗҫ. Ҫапах та конкурсӑн тӗп темине чӑваш хӗрарӑмне халалланӑ», — пӗлтернӗ хаҫатра.

Хӗрсене тӗрлӗ номинаципе хакланӑ: «Сапӑр пике» – Регина Сеслюкова (Ҫӗпрел, Хулаҫырми); «Йӑл кулӑ» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чӑваш Сиреньел); «Сатур пике» – Диана Мердюкова (Ҫӗпрел, Кивӗ Чакӑ); «Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пӑва районӗ, Мӑкӑр); «Ҫепӗҫ пике» – Эльвина Фаррахова (Павлӑ районӗ, Потап-Тӑмпӑрлӑ); «Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан); «Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел); «Ӑс-хакӑл пике» – Александра Краснова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель); «Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Ҫармӑс); «Кӗмӗл саслӑ пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел); «Чи килпетлӗ пике» – Анастасия Дмитриева (Павлӑ районӗ, Ваҫкино-Туйраллӑ); «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чӑваш Пӑрнайӗ).

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 07

1914
112
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
97
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
96
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
95
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын