Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Орел

Политика

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи суйлава ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнче те хутшӑнчӗҫ. Камчаткӑран пуҫласа Калининград таран ҫеҫ мар, чикӗ леш енчи Раҫҫей ҫыннисем те сасӑларӗҫ. Тӗрмере ларакансене те саккун суйлава хутшӑнма май парать. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци тытӑмӗн республикӑри управленийӗ суйлав участокӗсене следстви изоляторӗсенче те йӗркеленӗ.

Вӑхӑтлӑха ирӗксӗр юлнисене кандидатсемпе стендсем йӗркелесе паллаштарнӑ-мӗн. Шалти кабель телекуравӗ тата радио урлӑ та пӗлме май туса панӑ. 1-мӗш следстви изоляторӗнче этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енри уполномоченнӑй Надежда Прокопьева та пулнӑ.

Изоляторти суйлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакӑ палӑрнӑ: Владимир Путиншӑн сасӑлакансем суйлавҫӑсен ҫурринчен сахалтарах пулнӑ. Сасӑ шучӗпе иккӗмӗш вырӑнта — Ксения Собчак. Орелти тата Екатеринбургри следстви изоляторӗсенче вӑл виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Йӗпреҫ районӗнчи Орёл ялӗнче икӗ ватӑ ҫын сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. 78 ҫулти тата 84-ри хӗрарӑмсем ун чухне мунча кӗнӗ.

84-ри кӳрши 78 ҫултискер патне мунча кӗме каҫнӑ. Вӗсен виллине ентешӗ асӑрханӑ. Мунча алӑкӗ уҫӑ пулни ӑна сисчӗвлентернӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Следовательсем ватӑскерсен кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем тупман. Халӗ суд-медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.

 

Персона Сергей Легостаев
Сергей Легостаев

Раҫҫей Президенчӗн ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика прокурорӗ пулма Сергей Легостаева лартнӑ.

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗ сессийӗнче депутатсем республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухса унӑн кандидатурине ырланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗччӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ.

 

Спорт Юрий Лаврентьев тренер
Юрий Лаврентьев тренер

Ҫурлан 17-мӗшӗнче Орел хулинче ухӑран перессипе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва 25 регионти 179 ухӑҫӑ хутшӑннӑ.

Тупӑшу икӗ дисциплинӑра иртнӗ. Чӑваш Ен чысне Юрий Лаврентьев тренер тата Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен сӗтелҫи теннисӗ енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗн вӗренекенӗсем Марина Кирилловӑпа Елена Елизарова хӳтӗленӗ.

РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Юрий Лаврентьев кӑшт ҫеҫ ылтӑн медаль илеймен. 55 ҫын хушшинче вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Мускаври Алексей Бородкин тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Юрий Германов тухнӑ.

Чемпонат пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Юрий Лаврентьев ҫитес ҫул тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Владимир Терентьев ватӑна пыл парнелет
Владимир Терентьев ватӑна пыл парнелет

Ҫурлан 14-мӗшӗнче, пыл сӑпасӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Владимир Терентьев ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Любовь Юринӑпа пӗрле Ҫӗнӗ Пурнӑҫ, Березовка, Орел ялӗсенче кун кунлакан ватӑсем патне ҫитнӗ.

Владимир Иванович ҫирӗп сывлӑх сунса, пыл сӑпасӗпе саламласа кашнине пыл парнеленӗ.

Владимир Терентьев мӑшӑрӗпе Лидия Викторовнӑпа Мускав облаҫӗнче 30 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ. Виҫӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсем Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫурт ҫӗклеҫҫӗ.

Владимир Мускав облаҫӗнче утар тытать. Тӑван ялӗнче те вӗллесем пур. Ватӑсем вӑл парнеленӗ пылшӑн тата хӑйсене манманшӑн питӗ савӑннӑ.

Сӑнсем (20)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org