Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Нижневартовск

Сывлӑх

Чӑваш Енре коронавируспа чирлӗ тепӗр ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫак факта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Ҫӗнӗ коронавирус инфекцине сарас мар енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ӗҫлӗ ушкӑнӗн  «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ ларура пӗлтернӗ. 

Уҫӑмлатар: «тӳрӗ линие» Чӑваш Ен Наци телекуравӗ, Чӑваш Ен Наци радиовӗ тата «Тӑван Радио» эфирӗсенче тата  YouTube видеохотингра кӑтартнӑ.

Коронавируспа чирлӗ хӗрарӑм пирӗн республикӑна паян килнӗ. Вӑл Мускавра ӗҫлет, Нижневартовскра пропискӑра тӑрать. Раҫҫейӗн тӗп хулинче анализ панӑ, унӑн кӑтартӑвне пӗличчен Чӑваш Ене килнӗ.

 

Раҫҫейре
https://www.les-clips.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.les-clips.com сӑнӳкерчӗкӗ

Журналиста тапӑннӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах Ханты-Манси автономи округӗнче пулса иртнӗ. Унти бизнес-центрта Нижневартовскри «Мегаполис» каналӑн телеоператорӗ туризм фирмин вывескине ӳкерес тенӗ. Ҫавна асӑрхасан офисран турфирмӑн пуҫлӑхӗ чупса тухнӑ. Илья ятлӑ оператор тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, хайхискер камерӑна туртса илме пуҫланӑ. «Пӑвас патнех ҫитрӗ», — тенӗ ҫамрӑк ҫын мӑйӗнчи хӗрлӗ вырӑнсене кӑтартса. Усламҫӑ камерӑри флешкӑна туртса кӑларнӑ.

Пӑтӑрмах вырӑнне ҫийӗнчех полицейскисене чӗнсе илнӗ.

Турфирмӑн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна журналиста ӗҫлеме кансӗрленӗшӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Ӑнланмалла мар ӗҫ-пуҫ ҫинчен кӗпӗрнаттӑра пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьел райнӗнче ҫуралса ӳснӗ, Нижневартовскра ҫемйипе 10 ҫул ытла пурӑннӑ арҫынна тайгара персе вӗлернӗ. Вӑл ун чухне сунарта пулнӑ.

Ханты-Манси автономи автономи округӗнчи следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. 42 ҫултискере асӑрхамасӑр пенӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине тӑван тӑрӑхне паян илсе килнӗ.

Патӑрьел районӗн арҫынни сунара упа тытма юлташӗпе кайнӑ. Лешӗ асӑрхамасӑр ӑна пенӗ. Пуля витӗрех тухнӑ. Пирӗн ентеш пульницӑра темиҫе сехетрен вилнӗ.

Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫыннӑн икӗ ачипе арӑмӗ тӑлӑха юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41992
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре чи хӑрушсӑр хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар унта малти вырӑна лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Ыйтӑм ирттернӗ чухне респондентсене «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп, каҫхине киле кайма хӑрамастӑп» тенине 1-10 балпа хаклама ыйтнӑ.

Пӗтӗмре Раҫҫейре пурӑнакан 310 пин ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Вӗсен хуравӗсене тишкерсе танлаштарӑма хатӗрленӗ.

Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи хӑрушсӑр хуласен йышне Грозный, Нижневартовск, Сочи хулисем кӗнӗ. Вӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шупашкар 7,4 балл пухса 7-мӗш вырӑна тухнӑ.

Чи хӑрушӑ хуласем — Волгоград, Шахт, Астрахань, Новокузнецк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37568
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2020 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăр ĕçсене çак эрнене планлăр. Кăтарту эсир кĕтнинчен те лайăхрах пулĕ. Халĕ паллашнă çынсемпе хĕрÿ туйăмсем çуралма пултарĕç. Тавралла пăхăр! Диетăна пăхăнакан Сурăхсене хăйсене чарма йывăр пулĕ.

Ҫурла, 13

1893
127
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ.
1962
58
Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org