Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: Кӑркӑсстан

Тӗнчере
Бишкекри Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ
Бишкекри Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ

Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пирки 2016 ҫулта чылай калаҫрӗҫ. Аса илтеретпӗр, вӑл вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростовра пысӑк пушар алхасрӗ — шӑп та шай ҫав хулари Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче.

Паянхи хыпар вара пире пач урӑх тӑрӑха илсе кайӗ — Кӑркӑсстана, унӑн шӗкӗр хулине Бишкека. Кунта та Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пур.

«24kg» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанра паян ҫутӑ тӗлӗшне йывӑрлӑхсем пулӗҫ, ҫав шутра — Бишкекра та. Электроэнерги ҫителӗксӗр пирки вырӑнӗ вырӑнӗпе ҫутӑ пулмӗ. Кӑркӑстанӑн Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмахран «Северэлектро» тата «Ошэлектро» пӗлтернӗ тӑрӑх, 9:30 – 17:00 вӑхӑтччен (вырӑнти вӑхӑтпа) тӗттӗмре ларма тивӗ.

 

Культура
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шӑматкун каҫхине» спектакле пӗрремӗш хут кӑтартӗҫ. Кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн пьесине тӑван чӗлхене Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн ҫамрӑк артисчӗ Василий Иванов лартнӑ.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, литература хайлавӗнче хускатнӑ ыйтусем чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх-мӗн, пьесӑра кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗ те — тӗп вырӑнта.

Палӑртса хӑвармалла, Мар Байджиев – кӑркӑс прозаикӗ, публицист, драматург, журналист, театрпа кино режиссёрӗ, литературовед, куҫаруҫӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Кӑркӑс ССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Кӑркӑсстан халӑх писателӗ, наци киноакадемийӗн академикӗ.

 

Персона Никита Васильев архивӗнчи сӑн
Никита Васильев архивӗнчи сӑн

Никита Васильева Чӑваш Енре кӑна мар, ытти тӑрӑхра та пӗлсе ҫитрӗҫ пулӗ. Нумаях пулмасть вӑл велосипедпа ҫулҫӳреврен таврӑннӑ. Каччӑ татах ҫула тухасшӑн.

Хальхинче вӑл Вӑтам Азие ҫитесшӗн. Унӑн ҫулӗ Узбекистан, Таджикистан, Казахстан, Кӑркӑсстан, Туркменистан урлӑ выртӗ. Никита нумаях пулмасть Туркменири студенткӑпа паллашнӑ. Вӑл ӑна виза илме пулӑшма шантарнӑ. Ку ӗҫ питӗ кӑткӑс-мӗн.

Аса илтерер: ҫулла пуҫламӑшӗнче Никита Ҫурҫӗр Кавказран таврӑннӑ. Ун чухне вӑл 12,5 пин ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ҫулҫӳреври самантсене вӑл ун чухне халӑх тетелне кӑларса пынӑ. Ӑна Шупашкарта кӳлмекре тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем, ытти ҫынсем кӗтсе илнӗ.

Никита Васильев кӗркунне ҫула тухасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1493
 

Статистика

Раҫҫей Федерацийӗнчи миграци службин Комсомольски районӗнчи уйрӑмӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче ют ҫӗршывӑн 115 гражданинне шута илнӗ, пӗлтӗр вӗсем 183-ӗн пулнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ пурӑнакан вырӑнта регистрациленнӗ, 106-шӗ — ҫитнӗ вырӑнта. Ҫынсем Украинран, Азербайджанран, Латвирен, Эрменрен, Грузирен, Кӑркӑсстанран, Молдавирен, Туркменирен, Узбекистанран, Афганистанран килсе ҫитнӗ.

Районта вӑхӑтлӑх пурӑнма 19 гражданин ирӗк илнӗ, ют ҫӗршывран килсе ҫитнӗ 20 ҫын ялан пурӑнакан вырӑнта тӗпленнӗ. Вӗсенчен 6-шӗ тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлет те. 2014 ҫулта 21 гражданин уйрӑм ҫынсем патӗнче тӑрӑшма патент илнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.12.2020 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 770 - 772 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире юратупа çыхăннă кăмăллă пулăмсем кĕтеççĕ. Самантсене асра хăвармашкăн тăрăшăр – йывăр вăхăтра аса илсе лăпланатăр. Илемлĕ вырăнсемпе киленĕр – эппин, çула тухăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org