Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивӗ Элпуҫ

Персона
Кивӗ Элпуҫӗнчи курав
Кивӗ Элпуҫӗнчи курав

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче юрӑҫ-композитор, хор дирижерӗ, педагог, чӑвашсен профессилле музыкине пуҫарнисенчен пӗри, Василий Воробьев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.

Пулас музыкҫӑ 1887 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Элпуҫ (халӗ вӑл Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. 1924 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх хорне йӗркеленӗ. Халӗ те ансамбль халӑхра ятлӑ-сумлӑ — ӑна паян Чӑваш патшалӑх юрӑпа-ташӑ ансамблӗ евӗр пӗлеҫҫӗ.

В.П. Воробьев йӗркеленӗ хор хӑй ҫырнӑ хайлавсене: «Кай-кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Тӑпачӑ юрри», «Хресчен юрри», «Вӑрман урлӑ каҫрӑмӑр», «Туҫа хӗрӗсем» — пуҫласа шӑрантарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Илле Тукташ сӑввипе «Шурӑ кӑвакарчӑн» патриотла юрӑ ҫырнӑ. Музыка фольклорне те самай тӳпе хывнӑ: вӑл 800 ытла чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ.

Паллӑ ентешне халалласа Кивӗ Элпуҫри вулавӑшра «В. П. Воробьев — великий чувашский композитор» (чӑв. В. П. Воробьев — паллӑ чӑваш кӗвӗ хайлавҫи) курав йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Кивӗ Элпуҫри «Сасӑ. Ачасем» проекта пынисем
Кивӗ Элпуҫри «Сасӑ. Ачасем» проекта пынисем

Пӗрремӗш каналӑн «Сасӑ. Ачасем» кӑларӑмӗ хӑш-пӗр тӑрӑхри культура ӗҫченӗсем валли евӗрлемелли проект евӗр пулса тӑрать. Ӑна Пелагея, Дмитрий Билан юрӑҫсем тата Максим Фадеев музыкант, композитор, продюсер йӗркелесе пыраҫҫӗ. Конкурса ҫичӗ ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем вӗсене питӗ тӗплӗн суйласа илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.

Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Сасӑ. Ачасем» ача-пӑча хушшинче ӑмӑрту ирттернӗ. Унта юрлама кӑмӑллакан хӗрачасемпе арҫын ачасене йыхравланӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма ӑнтӑлнӑ. Мускаври проектри шаях ҫитеймеҫҫӗ пулин те кивӗ элпуҫ тӑрӑхӗнчисем те ҫӗнтерӳшӗн хытах ӑнтӑлнӑ. Ялсенче музыка шкулӗсем ҫук пулин те пултаруллисем унта ҫук мар-ҫке. Пултарулӑхӗпе теприсем, тен, ятарлӑ шкулта пӗлӳ пухакансенчен те ирттереҫҫӗ-тӗр...

 

Ял пурнӑҫӗ Кивӗ Элпуҫ арҫыннисем ӗҫре хастар
Кивӗ Элпуҫ арҫыннисем ӗҫре хастар

Шӑп та лӑп эрне каялла, иртнӗ вырсарникун, Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ял тӑрӑхӗнче экологи вырсарникунлӑхне ирттернӗ. Малтанхи кун каҫхине ял старостисемпе хастарсем ыран урама тирпейлеме тухмалла тесе килсерен ҫӳренӗ. Тепӗр кунне, ирхи тӑххӑрта, пӗрин хыҫҫӑн тепри урама тухнӑ. Кам михӗ илсе тухнӑ, кам — карҫинкка.

Кивӗ Элпуҫра 50 ҫын ӗҫе кар тӑрса тухнӑ. Пурте усӑ куракан вырӑнсене тирпейлекенсен ҫумне хӑйсен килӗ умне тасатакансене хушсан йыш тата пысӑкрах пулнӑ.

Вырсарникунлӑха ҫамрӑксемпе утмӑлтан иртнӗ арҫынсем уйрӑмах хастар хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ҫынсем темиҫе сехетре 4 прицеплӑх пуҫтарнӑ. Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ял старостине суйламалли пуху ирттернӗ. Староста пулма пултарать тесе ҫынсем Андрей Моисеева суйланӑ.

 

Политика Юрий Васильев
Юрий Васильев

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ.

Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн.

Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Сӑнсем (5)

 

Ял пурнӑҫӗ

Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен.

Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ.

 

cap.ru сӑнӗ
cap.ru сӑнӗ

Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.

2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнчеКивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.

Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.

22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ.

Малалла...

 

Ку эрне вӗҫӗнче Тӑвай районӗнче йывӑҫ лармалли субботник иртӗ. Мероприятине тӗрлӗ организацисемпе предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ҫутҫанталӑка юратакансем хутшӑнма килӗшнӗ. Уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернишӗн халалласа хывнӑ парксенчи йывӑҫсене ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӑл йышши парксем Тӑвай ялӗнче тата Кивӗ Элпуҫпа Вӑрманти Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ — унти халӑх уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ — лартмалли йывӑҫа шыраҫҫӗ, паркри ӗҫе палӑртаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2020 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пĕрремеш вырăнта – юрату. Туйăмсен хĕрÿлĕхĕнчен хăвăр та тĕлĕнетĕр. Ĕçре çĕнĕ çулсем уçăлаççĕ, анчах эсир çăмăлттайланатăр. Сирĕн ыйтусене татса пама тивĕ.

Авӑн, 19

1914
106
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1937
83
Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ.
1939
81
Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1982
38
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org