Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кайри Шӗнерпуҫ

Чӑвашлӑх
Самарти кӗр сӑрин саманчӗ
Самарти кӗр сӑрин саманчӗ

Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ.

Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

 

Персона Владимир Сутесов ЧР Элтеперӗпе
Владимир Сутесов ЧР Элтеперӗпе

Республика кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫре палӑрнисене Раҫҫей тата Чӑваш Ен наградисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Сутесов та.

«Дорисс» АУОра кран машинистӗнче ӗҫлекенскере Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир Николаевич ҫак ӗҫе 1978 ҫулта вырнаҫнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Сӗнтӗрвӑррине куҫнӑ, «Сӗнтӗрвӑрри» ПМКра автокранщик пулнӑ. «Дорисс» АУОна вӑл 2000 ҫулта иккӗмӗш хут лекнӗ. Кӑҫал вӑл руль умне ларнӑранпа 34 ҫул ҫитнӗ.

Юлашки 10 ҫулта Владимир Николаевич хӑйӗн автокранӗпе ҫур Раҫҫейре пулса курнӑ, чылай объектра тӑрӑшнӑ, федераци пӗлтерӗшлӗ чылай автоҫул строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ.

Кирек мӗнле пулсан та Владимир Сутесов ӗҫе тӗплӗн тата вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята ахальтен паман.

 

Культура Ираида Вдовина
Ираида Вдовина

Иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ял клубӗнче паллӑ чӑваш юрӑҫин тата халӑх пултаурлӑхне пухнӑ Вдовина Ираида Григорьевнӑн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Ҫак ялта вӑл шӑп та лӑп 1913 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Паллӑ юрӑҫа аса илме ҫак кун Кӗчкей ял клубне районти тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ — Кайри Шӗнерпуҫ, Макаҫкасси, Урхас Кушкӑ, Сӗнтӗрпуҫ, Ӗсмел культура ҫурчӗсенчисем, Астакасси ял вулавӑшӗнчен, Ҫичӗпӳрт ял клубӗ ҫумӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗнчисем тата ыттисем пулчӗҫ. Т.М. Чернышева тата Р.И. Васильева шӑрантарнӑ юрӑсем итлекенсен кӑмӑлне уйрӑмах тыткӑнларӗҫ — паллӑ юрӑҫпа пӗр тӑрахра ӳссе ҫитӗнни те туйӑнчӗ пуль.

 

«Илем» ушкӑн
«Илем» ушкӑн

Кайри Шӗнерпуҫри (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ кӳршӗллӗ района — Шупашкар районне — концертпа кайса килчӗ.

Урай Макаҫ культура ҫуртне «Илем» ушкӑн пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ҫитрӗ. Курма килекенсем умӗнче вӗсем пуш уйӑхӗнчи уявсем тӑрӑх сӑвӑ вуларӗҫ, кулӑшла номерсем лартса пачӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле ларса чей ӗҫлрӗҫ, Урай Макаҫри культура ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнне Сӗнтӗрвӑрри районне хӑнана чӗнчӗҫ — пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни хальхи вӑхӑтра тем тесен те питӗ пӗлтерӗшлӗ!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2020 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхăрта эсир хăвăра лайăх туйнипе мухтанма пултаратăр. Кунпа уса курăр, ĕçĕрсене пурнăçлăр. Ĕçре вăхăт çитменнине пула йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Пуçлăх кăтарту ыйтĕ, эсир вара ĕлкĕрейместĕр.

Утӑ, 16

1964
56
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org