Донбасра Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ пуҫ хунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
26-ри Дмитрий юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Кун пирки малтанах «Твиттерта» хыпарланӑ.
Дмитрий Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл футболла выляма юратнӑ. Донбаса кайсан унӑн Федор хушма ят пулнӑ.
Халӗ тӑванӗсем унӑн ӳтне Чӑваш Ене илсе килес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна Мӑкӑр ялӗнче пытарӗҫ.
ЧР Ҫар комиссариачӗ кун пирки нимӗн те пӗлмест-мӗн. Хӑйсен ирӗкӗпе Донбаса каякансем пирки вӗсен хыпар ҫук.
Шупашкарти Алексей Дюжев актер Донбаса пӗрре мар кайса килнӗ. Ахаль кайман вӑл унта. Алексей унти ҫынсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каять.
Актер Донбаса каллех кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл унти ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламласшӑн. Алексей ҫынсене акцие хутшӑнма чӗнсе калать. Вӑл ачасем валли теттесем, пылак ҫимӗҫсем, канцтаварсем, Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсем, тумтир пухать. Кашни япалана вӑл хӑйех ачасене тыттарӗ.
Алексей Донбаса пӗчченех каять. Вӑл ыркӑмӑллӑх акцийӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Алексей хальхинче те унта хӑйӗн урапипе кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.12.2019 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |