Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӗрентекен ҫулталӑкӗ

Пӗлтӗрхи верентекен ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те ку хыпар Элӗк районӗнчисене кӑсӑлклӑ пулмалла — районти вӗрентӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политикин тата спорт управленийӗ тӑрӑшнипе пӗлтӗрхи раштав уйӑх вӗҫӗнче «Юратнӑ вӗрентекенӗмӗр» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта эсир тӗрленчӗксемпе тата асаилӳсемпе паллашма пултаратӑр. Кӗнеке хулӑм мар пулин те (100 страницӑллӑ кӑна) ӑна вулама питӗ интереслӗ.

«Элек тӑрӑхӗ чӑннипех те ырӑ чун-чӗреллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ та маттур ӗҫченсемпе пуян. Сӑпайлӑ та пысӑках мар кӑларӑмра, паллах, мӗнпур ӑста вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа параймарӑмӑр. Хамӑр ен учителӗсем ҫинчен ӳлӗмрен татах та ҫӗнӗ кӗнекесем калӑплама май пур», — тесе пӗлтернӗ кӗнеке ум сӑмахӗнче. Эсир вӗсене хӑвӑр ҫӗнӗ статьясене, сӑвӑ-калава, очерксемпе сӑнӳкерчӗксене ярса пама пултаратӑр.

Кӗнекен электронлӑ версийӗпе кунта паллашма пулать.

 

Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа республикӑра «Ҫамрӑк ҫемье-2010» конкурс пырать. Ку конкурс ҫамрӑк ҫемьесем хушшинче иртет, мӑшӑрсенчен пӗри е иккӗшӗ те вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑй хумалла, вӗсем саккунлӑ мӑшӑрланура тӑмалла. Унсӑр пуҫне мӑшӑр 36 ҫултан аслӑ пулмалла мар.

«Ҫамрӑк ҫемье» конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртет. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Чи лайӑх фоторепортаж» тата «Анне, атте, эпӗ — сывӑ ҫемье» видеоролик. Палӑртмалла, «Чи лайӑх фоторепортаж» конкурса Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тимкинсемпе Ульяновсен ҫемйисем хутшӑнаҫҫӗ. Тимкинсен ҫемйинчен пурнӑҫӑн черчен пайӗ — Татьяна — Питӗркасси шкулӗнче вӗрентекенре ӗҫлет. Ульяновсен ҫемйинчен те ҫавӑн пекех: Инна Шулю шкулӗнче ачасене ӑс парать.

Ҫамрӑк ҫемьесене конкурсра ҫӗнтерме ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

Ҫапла, нумай пулмасть, пӗрремӗш хайлавсем ҫитрӗҫ. Икӗ юмах килчӗ — иккӗшӗ те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчен. Вӗсем малтанхи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнатчӗҫ, кӑҫалхине те ирттерсе ямарӗҫ. Шел те, пурне те йышӑнма май ҫук. «Юратнӑ лаша Ҫӑлтӑр» хайлава ҫеҫ илтӗмӗр — ӑна 5-мӗш клас ачи ҫырнӑ пулин те авӑн уйӑхӗнче 6-мӗшне каятех пулӗ терӗмӗр. Тепри вара вырӑсларан куҫарнӑ хайлав ҫеҫ пулчӗ. Асаилтеретпӗр: кӑҫал эпир 1-5 класра вӗренекен шкул ачисен хайлавӗсене йышӑнмастпӑр — вӗсене тӗрӗслеме питӗ хӗн. Ҫавӑн пекех ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ.

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.

Малалла...

 

Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем
Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа тата ятарлӑ конкурс ирттерсе республикӑри чи лайӑх шкулсемпе чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Чи лайӑх шкул ятне пӗтӗмпе 25 шкул тивӗҫнӗ, вӗсен шутӗнче «Паянхи куна тивӗҫтерекен тытӑмлӑ шкул» номинацире Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртакан конкурсра пӗтӗмпе 404 учитель тупӑшнӑ, вӗсенчен 200-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ. Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсен шутӗнче Кроасноармейски районӗнчи шкулсенче тӑрӑшакан учительсем те пур. Вӗсем — «Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн вӗсем вӗрентекен кунӗ тӗлне Чӑваш Республикин Президенчӗн премине илме тивӗҫ пулӗҫ.

Саламлатпӑр!

Малалла...

 

Акатуйра
Акатуйра

Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗ Акатуй ирттерчӗ. Эрне маларах, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, район шайӗнчи Акатуй иртсеччӗ.

Уяв кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре пуҫланчӗ. Вӑл Ҫеньял ҫумӗнчи илемлӗ лапамра иртрӗ. Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ тӑчӗ пулин те ҫумӑр уява пӑсмарӗ.

Акатуя кӑҫал вӗрентекенсен ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, республикӑна тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Уява «Алран кайми аки-сухи...» юрӑпа, ваттисене асӑнса пуҫларӗҫ.

Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пынӑран ял тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ учительсене парнесем пачӗҫ, ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ялсенчи тӑрӑшуллӑ ҫынсене парнесем пачӗҫ. Ҫӗньял, Ойкасси, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗсенче вара уйрӑм ӑмӑрту ирттерчӗҫ — чи капӑр та илемлӗ кил-ҫурт хуҫисене кроликсем пачӗҫ.

Акатуй вӑйӑсӑр иртмест теҫҫӗ — кӑҫал Ҫӗньял лапамӗнче вӑйӑсем валли вырӑн туллиехччӗ (пӗлтӗр футболла ҫеҫ ӑмарту иртсеччӗ).

Малалла...

 

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑҫал та эпир литература конкурсне ирттеретпӗр! Вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятлӑ пулӗ.

Ӑмартӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелетпӗр, вӗрентекен ҫулталӑкне халаллатпӑр.

Конкурса иртттерекенсем: Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ.

Хайлавсене фантастика е фэнтези стилӗпе ҫырмалла. Унта тӗп вырӑнта пулмасан та, лаша сӑнарӗ пулмалла.

Ӗҫсене 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Унччен вӑхӑт нумай тесе ан ларӑр — хайлавсене халех ярса пама пултаратӑр. Хайлав калӑпӑшӗ пысӑкрах пулсан — ун хаклавӗ те лайӑхрах пулӗ. Тӗплӗнрех ӑмарту йӗрке-шывне пӑхӑр.

 

Ан манӑр: эсир ярса панӑ хайлав тӳрех пирӗн электронлӑ вулавӑшра вырнаҫӗ — ӑна конкурс жюрийӗ кӑна мар, пурте вулама пултарӗҫ!

Малалла...

 

Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Раҫҫейӗпех иртекен Вӗрентекен ҫулне чаплӑ-лару тӑрура уҫрӗҫ. Малтанах Трак тӑрӑхӗнчи мӗн пур шкулта вӗрентекенсем «Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази», «Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ» тата «Упи шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗсене пухӑнса уҫӑ уроксем, класс сехечӗсем, класс тулашӗнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерӗҫ, ҫавра сӗтел хушшинчи калаҫусемпе тренингсене хутшӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен район администрацийӗн пысӑк залӗнче Вӗрентекенсен балӗ пуҫланчӗ. Ӑна салам сӑмахӗ каласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев уҫрӗ. «Профессия учителя — самая благородная. Ведь именно им, педагогам, человечество доверяет свое будущее детей. И пусть у каждого учителя свой облик, свои секреты мастерства, единой остается любовь к ребенку, который за школьные годы, взращенный вашим терпением и мудростью, выходит в большую жизнь Человеком. Большое спасибо вам за самоотверженную работу на благо родной Траковской Земли и Чувашской Республики. Желаю всему педагогическому коллективу района крепкого здоровья, оптимизма, исполнения всех ваших желаний», — терӗ Станислав Андреевич.

Малалла...

 

2010 ҫул Раҫҫейре те Чӑваш Енре те Вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнине пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ? Паян вара ӑна республикӑра официаллӑ майпа уҫрӗҫ. Чи малтанах 8 сехет ҫурӑра тӗнче тетелӗ урлӑ интернет-урок евӗрлӗ педагогика ӑсталӑхӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Пурӗ 5 урок пулнӑ — чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхи, физика урокӗ, химипе биологи урокӗ, историпе право урокӗ тата информатикӑпа математика урокӗ.

14 сехетре вара «Шкулӑн XXI ӗмӗрхи сӑнӗ» пултарулӑх марафонӗ иртӗ. Унта республика шкулӗсен пурнӑҫне кӑтартӗҫ — вӗрентекенсенчен, шкул ачисенчен, ашшӗ-амӑшӗсенчен илнӗ интервьюсемпе паллаштарӗҫ, интерактивлӑ майпа ирттернӗ ыйтӑмсем пулӗҫ. Марафон 15 сехет те 20 минутра вӗҫленӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2020 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халĕ сирĕн пĕчченлĕхре пулас килĕ. Çывăх çынсене сирĕнпе çемçерех пулма ыйтăр. Ĕçре ăнăçу кĕтет, питĕ ăнăçлă кунсем халĕ. Анчах пуçлăх ырланине кĕтсе илейместĕр. Вăл сирĕн тăрăшăва каярах çеç асăрхĕ.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org