Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анат Кушар

Персона

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.

Зоя Алексеевнӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ.

Малалла...

 

Зоя Нестерова
Зоя Нестерова

88 ҫула кайса чӑвашсен паллӑ хӗрарӑм ҫыравҫи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнӑ. Вӑл 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ.

Зоя Нестерова Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул хушши Красноармейски тата Комсомольски районӗсенчи тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑннӑ. Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсенче ачасем валли «Чее мулкач» пичетлесе кӑларнӑ.

Чылай повесть ҫырнӑ вӑл: «Сивӗ хӗвел ҫӗршывӗнче», «Пулаймарӑм санӑн мӑшӑру» тата ытти те. Ун кӗнекисем: «Чее мулкач», «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем», «Ылтӑн пӗрчисем», «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ».

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2019 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Килпе çыхăннă ĕçсем халĕ чи пĕлтерĕшлисем пулĕç. Сывлăх тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулăр. Вăраха кайнă чирсем хăйсем пирки аса илтерме, çĕннисем йăл илме пултараççĕ. Ытла нумай ĕçлеме ан тăрăшăр.

Ҫу, 24

1887
132
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
53
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org