Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аксу

Республикӑра

Халӑх академикӗсен шучӗ йышланнӑ. Нумай пулмасть Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫине Александр Семенова «Халӑх академикӗ» ят панӑ. Таврапӗлӳҫӗсен Кама леш енчи уйрӑмӗн ертӳҫине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» теме йышӑннӑ.

Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Тутарстанри Уява хутшӑннӑ. Уяв Тутарстанри Аксура иртнӗ. Академикпа хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят панине Уявра каланӑ Николай Ерагин.

Аксури чӑваш Уявне таҫтан та хутшӑннӑ. Паллах, вырӑнтисем хастар пулнӑ. Унта Тутарстанри Чӑваш наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш наци академийӗн Тутарстанри ушкӑнӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗ, Аксу районӗн тӗп вулавӑшӗ хутшӑннӑ.

 

Культура

Тутарстанра та чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Упире уявлӗҫ. Район шайӗнчи мероприяти унта ҫулсерен иртет. Шупашкартан артистсем кайӗҫ.

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнче «Янра, хуткупӑс» уява пухӑнӗҫ.

Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче — Ҫимӗк. Ҫав кун Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Акатуя пухӑнӗҫ. Ӑна «Звениговский» совхозӑн ериӳҫи Иван Казанков ирттерӗ.

Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑра Учук уявне палӑртма ӗмӗтленеҫҫӗ. Фольклор фестивалӗнче вӑкӑр пусса учӳк пӑттипе ҫийӗҫ. Кӑҫал унта культура учрежденийӗнче вӗренекен ҫамрӑксене те хутшӑнтарасшӑн.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аксура — «Уяв-2019». Иртнӗ ҫулсенче вӑл Нурлатра пулнӑ, кӑҫал республикӑри чӑваш культурин уявне Аксу райцентрне куҫарӗҫ. Унта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ.

Ҫарӑмсан районӗнчи чӑваш Акатуйӗ хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Унти Акрель ялӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Питрава ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Татарстан Республикинче «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурс вун иккӗмӗш хут иртет. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ака уйӑхӗн 28-мӗшӗчченех пырӗ.

Ку конкурс «Тутарстан Республикин 2014-2020 ҫулсенчи патшалӑх наци политикине пурнӑҫласси» программӑна кӗнӗ, ҫавна май ӑна республикӑн Культура министерстви, Тутарстан Халӑхсен ассамблейи, Чӑваш наципе культура автономийӗ, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ, Аксy районӗн администрацийӗ йӗpкелeҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑртан тӑрать, пӗрремӗшӗ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен районсенче иртет, иккӗмӗшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аксу райо­нӗнчи Аксу поселокӗнче пулать. Районсенчен кашни номинациех 2 ҫынран е ансамбльтен ытла мар хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс йӗpкине «Сувар» хаҫат сайтне вырнаҫтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксури тӗп вулавӑшра чӑваш ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунашкал тӗлпулу пуҫласа пулчӗ тесе пӗлтерет Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат.

Мероприятие ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗ Валентина Давыдова йӗркеленӗ. Тӗллевне вара тӗрлӗ ҫынна паллаштарса тӑван чӗлхепе калаҫса хутшӑнтарасси тесе палӑртнӑ.

Тӗлпулӑва тӑватӑ ҫемье килнӗ — Кивӗ Саврӑшран, Саврӑшпуҫӗнчен, Аслӑ Сӗнчелӗнчен тата Кивӗ Ӳселӗнчен. Мельниковсем, Максимовсем, Калуковсем тата Артамоновсем тӑван чӗлхене, йӑх-несӗлӗсене, вырӑнти ҫыравҫӑсене, юрра-кӗвве еплерех тарӑн пӗлнине кӑтартса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5695.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2019 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халĕ укçа-тенке сапалама сĕнмеççĕ. Май пулсан «хура кун» валли пухма пуçлăр. Малашнехи плансем пирки никама та ан пĕлтерĕр. Сиенлĕ йăласемпе кĕрешме лайăх вăхăт.

Чӳк, 15

1982
37
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
17
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org