Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: электромеханика колледжӗ

Вӗренӳ

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра математика предмечӗпе «Чӑваш Ен электроникин шанчӑкӗсем» олимпиада пӗрремӗш хут иртет. Ӑна ЧПУ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти электроаппарат савучӗ ирттерет.

Нумаях пулмасть олимпиадӑна ларура сӳтсе явнӑ. Унта ытларах техника енӗпе вӗренме кӗрекен шкулсен директорӗсене чӗннӗ. Олимпиада 11-мӗш класра тата колледжри курса пӗтернӗ ҫамрӑксен хушшинче иртӗ.

Ҫапла майпа студентсем ЧПУра малалла вӗренессе шанаҫҫӗ. Вӑл пулӑшнипе кадрсем хатӗрлӗҫ, унтан предприятире ӗҫлеме май пулӗ.

Йӗркелӳҫӗсем техника вӗренӗвне пропагандӑласшӑн. Олимпиадӑра ҫӗнтернисем ЧПУна кӗрсен ҫулталӑкӗпех стипенди илӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи ҫамрӑксем промышленноҫ предприятийӗсене ӗҫлеме каясшӑнах мар. Хальлӗхе олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн 100 яхӑн ҫын заявка панӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов.

Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑри аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене общежитипе тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ май самай кӑлтӑк асӑрханӑ. Ун пирки ведомство Вӗренӳ, Сывлӑх сыхлав, Культура министерствисене асӑрхаттарусем ҫитернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.

Общежитисенче прокурорсем 300-е яхӑн кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Патӑрьелти агропромышленноҫ техникумӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗн, Етӗрнери агротехника техникумӗн, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн общежитисенче вырӑн уйӑрнӑ чух кашни ҫынна пурӑнма кирлӗ виҫене пӑхӑнман иккен. Хӑш-пӗр общежитире студентсене пур чухне те кӗртсе кӑларман.

Шупашкарти электромеханика колледжӗн общежитийӗсенче тӑлӑх ачасене кӑларса янисем пулкаланӑ. Теприсенче студентсем регистрацисӗр пурӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Паян оптимизаци тесе пур кӗтесре те кӑшкӑраҫҫӗ. Университетри факультетсене пӗрлештереҫҫӗ, предприяти-организацисенче те улшӑнусем пулаҫҫӗ.

Акӑ Шупашкарта професси пӗлӗве паракан икӗ заведение пӗрлештересси пирки сас-хура тухнӑ. Ӗнер, пушӑн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти электромеханика колледжне реорганизацилесси пирки калаҫнӑ.

ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов каланӑ тӑрӑх, 1944 ҫулта уҫнӑ Электромеханика колледжне Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗпе пӗрлештерӗҫ.

Ҫапла майпа «Информатика» специальноҫпе хатӗрлекен пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫеҫ пулать. Реорганизаци хыҫҫӑн вӗренӳ завденийӗ мӗн ятлӑ пуласси пирки каламан.

Аса илтерер: 2008 ҫулта республикӑра виҫӗ заведение пӗрлештернӗ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика колледжӗ, 1-мӗш професси лицейӗ, 19-мӗш професси училищи.

 

Вӗренӳ

Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те рабочисем ҫитменни пирки юлашки вӑхӑтра самай калаҫаҫҫӗ. Ҫавна май тӳре-шара рабочи профессин сумне ӳстерме тӑрӑшать.

Акӑ нумаях пулмасть Чӑваш Республикине Бельгири пӗр техника организацийӗнчен делегаци килнӗ.

Делегаци Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулса курнӑ. Унта программлӑ управленипе ӗҫлекен станоксен операторӗсене хатӗрлекен центр ӗҫлет.

«HAAS» компани Европӑри чылай ҫӗршывра пур. Раҫҫейре вара вӑл — пӗртен пӗрре. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче. «HAAS» компани маркетинг енӗпе ӗҫлекен директорӗ Берт Маес ку центр лайӑх пулнине палӑртнӑ.

Халӗ Раҫҫейре техника специальноҫӗпе кадрсем хатӗрлекен 28 центр уҫнӑ. Бертс Маес палӑртнӑ тӑрӑх, малашне, тен, студентсем ют ҫӗршыв предприятийӗсенче практика тухма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех электромеханика колледжӗнче халӑхсен хушшинче ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76057
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть