Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑри аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене общежитипе тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ май самай кӑлтӑк асӑрханӑ. Ун пирки ведомство Вӗренӳ, Сывлӑх сыхлав, Культура министерствисене асӑрхаттарусем ҫитернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.
Общежитисенче прокурорсем 300-е яхӑн кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Патӑрьелти агропромышленноҫ техникумӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗн, Етӗрнери агротехника техникумӗн, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн общежитисенче вырӑн уйӑрнӑ чух кашни ҫынна пурӑнма кирлӗ виҫене пӑхӑнман иккен. Хӑш-пӗр общежитире студентсене пур чухне те кӗртсе кӑларман.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн общежитийӗсенче тӑлӑх ачасене кӑларса янисем пулкаланӑ. Теприсенче студентсем регистрацисӗр пурӑннӑ.