Элӗкре пурӑнакан Никита Ларионович пӗр самант та ӗҫсӗр ларма пултараймасть. Е йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртать, е унӑн чунне хевтеллӗ туйӑм тыткӑна илет.
Кӑҫал юратнӑ ҫыравҫӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи пичетрен тухрӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче шӑрҫа евӗр ӑсталанӑ мерчен сӑвӑсене пуҫтарнӑ. Ҫав тери тарӑн чун сисӗмлӗ Никита Ларионович проза витӗмлӗхӗпе те («Олимп каҫалӑкӗ», «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», "Хӗр тупри"), сӑвӑ ҫивӗчлӗхӗпе («Чӗре тапнӑ чух», сӑвӑсен пуххи) те вулавҫӑсене илентереччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ сӑвӑ кӗнекине уҫакан Элӗк ен ҫепӗҫ лирикӗн чунӗ иксӗлми хӗрӳве упраса пынине ӑнкартса илме пултарать. Ветерансен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать пулсан та, Н. Ларионов чун хӗлхемӗпе тавра ҫут тӗнчене пархатарлӑ ӑшӑтать, унпа калаҫса илни чӗрене пурнӑҫ утӑмӗнче вӑй-хал парать.
Малашне те тӑван халӑха савнӑҫ кӳрекен ӗҫ-пуҫра автора Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр.