Каҫхи Шупашкар ҫутӑрах пулӗ тесе хыпарлать республикӑн тӗп хула администрацийӗ. Хальхи вӑхӑтра шӗкӗр хуламӑрта урамри ҫутӑна йӗркене кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса, акӑ, Богдан Хмельницки урамӗнчи 109-мӗш, 113-мӗш, 117-мӗш, 117/1-мӗш, 119-мӗш, 119/1-мӗш, 121-мӗш, 123-мӗш, 125-мӗш, 127-мӗш, К. Маркс урамӗнчи 31-мӗш, 31 а, 33-мӗш, 35-мӗш, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 68-мӗш ҫурт умӗсене ҫутмалла тунӑ.
Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутӑсӑр ҫуртсен умӗсем пирки ҫынсем те систереҫҫӗ. Ҫавна май урамсене ҫутмалла тунине хула влаҫӗсем хула ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫланӑ ӗҫ тесе хаклаҫҫӗ. Хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пӗлтерни тӑрӑх яваплисем туса ирттермелли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ: хӑш-пӗр ҫӗрте — чи малтан, тепӗр ҫӗрте — кӑшт каярах. Урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси Шупашкарта халӗ малалла пырать.