Улатӑрти 15-мӗш номерлӗ «Шӑпӑрлан» ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнӑ. Кун пирки вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ те шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӳлевсӗр йӗркелесси пирки калакан саккуна пӑснине асӑрханӑ. Ача пахчин администрацийӗ ҫурта тата пӳлӗмсене тытса тӑма, юсама ашшӗ-амӑшӗнчен тӑтӑшах укҫа пухнӑ. Ача пахчине вырнаҫтарнӑ чух ашшӗ-амӑшне ушкӑн валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Аслисенчен пухнӑ «кӗмӗлпе», сӑмахран, жалюзи туяннӑ, кавир, тетте, санитарипе гигиена хатӗрӗ. Укҫана ашшӗ-амӑшӗнчен ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ евӗр пухнӑ.
Ача пахчин ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 5.57 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май ертӳҫӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.