Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче инкек пуласса никам та шутламан ахӑртнех. Урпаш ялӗнче кӗтмен ҫӗртен пушар алхасма тытӑннӑ.
ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле 23 сехетре сарай ҫунма тытӑннӑ, утта ҫулӑм ярса илнӗ. Вӑл иккӗмӗш хутра упраннӑ-мӗн.
Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Утӑ лампӑпа юнашар пулнӑ-мӗн.
Пушар вырӑнӗнче Ҫӗрпӳри 40-мӗш чаҫӗн пушарнӑйӗсем тата тӳрленмелли 7-мӗш колонин пушар хуралӗ ӗҫленӗ.
Шел те, пушар ҫухатусӑр пулман. Ҫулӑмра шултра мӑйракаллӑ 10 выльӑх ҫунса вилнӗ.