Шупашкарта ҫӑва пулнӑ вырӑнта нумай хутлӑ ҫуртсем ҫӗклесе лартасшӑн иккен. Ярмарккӑ урамӗнчи масара авалхи пирки пӑрахӑҫа кӑларнӑ иккен. Анчах унта хӑйсен тӑванӗсене пытарнисем паян кунчченех кайса ҫӳреҫҫӗ имӗш. Масар вырӑнӗнче пурӑнмалли ҫурт хӑпартса лартас тенине хулара пурӑнакансенчен хӑшӗсем ӑнланмаҫҫӗ иккен.
Ҫӑвапа юнашар территорири йывӑҫсене нумаях пулмасть касма пуҫланӑ-мӗн. Ун вырӑнӗнче 18 тата 25 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем туса лартасшӑн иккен. Шупашкарӑн тӗп пайне планланин тата межеванин проектне хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ имӗш. Хула администрацийӗн архитектурӑпа градостроительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ план тӑрӑх пӑхсан ҫӑва вырӑнӗ нумай хутлӑ ҫуртсен айне лекет иккен. Маларах ҫав вырӑнта, сӑмах май, Кнутиха ялӗ пулнӑ.
Хастар ҫынсем кун пек стройкӑна хирӗҫ пулса строительство компанийӗ ҫав ҫӗр ҫинче ҫурт тума аукционта епле ҫӗнтернипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унтан вӗсем монополипе кӗрешекенсем патне евитленӗ. Лешсем ҫӗре памалли аукциона ирттернӗ чух хула мэрийӗ кӑлтӑкпа ӗҫленине асӑрханӑ. Килӗшӳре 6–17 хутлӑ ҫуртсем хӑпартма ирӗк панӑ, застройщик проектӗнче 25 хутлӑ ҫуртсене те кӑтартнӑ. Йывӑҫсене касса тӑкма та строительство организацийӗ васкаса тытӑннӑ-мӗн. Ҫакна прокуратура тӗрӗслевӗ те палӑртнӑ. Саккуна пӑснишӗн Шалти ӗҫсен министерстви пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.