Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Президент Министрсен Кабинетне ертсе пыма Нина Суслоновӑна сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.04.2010 10:38 | 2441 хут пӑхнӑ
Суслонова Нина Владимировна
Суслонова Нина Владимировна

Пӗлетӗр пулӗ, Сергей Гапликова Мускава чӗнсе илнине пула Министрсен Кабинечӗ ертӳҫисӗр тӑрса юлнӑ. Ку вырӑна Николай Фёдоров президент Суслонова Нина Владимировнӑна ертсе пыма сӗннӗ. Нина Владимировна 2005 ҫултанпа Чӑваш Республикин сывлӑха упрас тата социаллӑ аталану Министерствӑна ертсе пырать, хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин, Председателӗн, ӗҫне туса пырать. Ҫитес вӑхӑтра Патшалӑх Канашӗ ун кандидатурине пӑхса тухмалла.

 

Суслонова Нина Владимировна 1960 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Мамаканта ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӗве Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта илнӗ (ашшӗ-амӑшӗ кунта ГЭС тума килнӗ). 1984 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2000 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекен министерствӑна ертсе пыма пуҫланӑ. Унтанпа вунӑ ҫул та ҫитет ӗнтӗ — министр ӗҫне туса пырать.

#политика, #президент, #Министрсен кабинечӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем