Ҫак кунсенче Чӑваш Ене Кӑркӑстан хӑнисем килнӗ. Ахаль мар — ӗҫпе. Михаил Игнатьев вӗсемпе тӗл пулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Хӑнасем Шупашкарти темиҫе предприятие ҫитсе курнӑ, усламҫӑсемпе тӗл пулнӑ.
Кӑркӑстан Правительствин элчи Мамасалы Акматов кунта туса кӑларакан процукцин 80 проценчӗ хӑйсем патӗнче кирлине палӑртнӑ.
Кӑркӑстанри «Нур» акционерсен уҫӑ обществин президенчӗ Абдыжапар Тагаев ҫапла каланӑ: «Юнашар — Узбекистан, Тукрменистан. Вӗсем газ кӑлараҫҫӗ. Анчах кӑмӑл ытларах Раҫҫей патне выртать, эпир сирӗнпе пӗр чӗлхе тупрӑмӑр».
Хӑнасем хӑйсем патӗнче Чӑвашри суту-илӳ представительствине уҫма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, вӗсене Трактор савучӗн тата «Яхтинг» фирмӑн продукцийӗ кӑсӑклантарать.
Хӑнасем ЧР Элтеперне тата республикӑри усламҫӑсене Кӑркӑстанра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен бизнес канашлӑвне чӗннӗ. Шупашкарпа Кӑркӑстанри Джалал Абад хула туслашма пултараҫҫӗ. Леонид Черкесов документсене хатӗрлени пирки пӗлтернӗ.
Уйрӑмах вӗренӳ ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Кӑркӑстанра пирӗн ҫамрӑксене йышӑнма хатӗр-мӗн. Вӗсене Чӑвашри аслӑ шкулсем те кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Кӑркӑстан ҫамрӑкӗсем валли кунта квотӑсем уйӑрни аван пулнине палӑртнӑ.
Тӗлупулу вӗҫӗнче хӑнасем Михаил Игнатьева наци тумне тата влаҫ паллисене парнеленӗ.
Agabazar // 3729.82.6879
2015.04.05 01:18 | |
Халлап евӗрлӗ япала ӗнтӗ.... | |
Agabazar // 3729.82.6879
2015.04.05 01:18 | |
Халлап евӗрлӗ япала ӗнтӗ.... | |
Victor // 2717.69.6096
2015.04.05 11:58 | |
Чухӑнсемпе чухӑнсем пӗр-пӗринчен мӗн вӑрлаяс-ши теҫҫӗ. |