Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн уяв каҫӗнче

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 02.03.2010 22:22 | 1916 хут пӑхнӑ
Нестер Янкас пӗрлӗхӗ — 20 ҫулта
Нестер Янкас пӗрлӗхӗ — 20 ҫулта

Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Красноармейскинче (Тракра) Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ларусен залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 20 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртрӗ. Уяв кӗрекинче — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н.И.Антонов, район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А.Лебедев, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑ, Нестер Янкас шӑллӗн ывӑлӗ Валерий Кириллов, пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли, тӗрлӗ ҫулсенче пӗрлӗхе ертсе пынӑ А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 ҫулсемшӗн пӗрлӗх Премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрӑҫӑ. Уява ертсе пыраканӗ — районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С.А.Гурьева.

Уяв асаилӳсенчен пуҫланчӗ. Чи малтанах пӗрлӗх епле йӗркеленни ҫинчен Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ В.М.Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗрлӗх йӗркеленнин кун-ҫулне тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса пачӗ. Ун хыҫҫӑн Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ, пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертӳҫи Н.Г.Ершов поэт хӑй аса илӗвӗпе паллаштарчӗ. Сӑмах май, вӑл ҫак пӗрлӗх тилхепине 11 ҫула яхӑн тытса пынӑ. Вӗсем хыҫҫӑн хӑйсен салам сӑмахне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н.И.Антонов, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н.Львов, Нестер Янкас тӑванӗсен ячӗпе Нестерӑн шӑллӗн ывӑлӗ Валерий Кириллов каларӗҫ. Пӗрлӗхӗн пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ А.А.Раськин тата район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ В.С.Серафимов янкасҫӑсем те хӑйсен сӑмахӗнче пӗрлӗх тунӑ чылай ырӑ ӗҫе аса илчӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем Нестер Янкас пӗрлӗхӗ Н.К.Ефимов-Янкас вилӗмсӗр поэтӑн ятне ҫӗклес, унӑн пултарулӑхне халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗҫ. Пӗрлӗх, Раҫҫейри демократи юхӑмӗпе тата 20 ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче чӑваш наци аталанӑвӗпе чӗрӗлӗвӗн кӑмӑл-туртӑмӗпе тӗрекленсе вӑй илнӗскер, ытти пӗрлӗхсемпе танлаштарсан, чылай сумлӑрах ӗҫсем тунине палӑртрӗҫ. Пӗрлӗх ку таранчченех тӗрӗс-тӗкел упранса юлни, Нестер Янкас ырӑ сӑнарне халалласа 50 уйрӑм ҫынна тата 16 пултарулӑх коллективне Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн ятне пани — историлле пулӑм терӗҫ вӗсем. Малашне те ҫак пархатарлӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыма пӗрлӗх ертӳҫисене тата вӗсене пулӑшакансене ӑнӑҫу тата пултарулӑх сунчӗҫ, пӗрлӗх ӗҫӗ-хӗлне ҫӗнӗ вӑй кӗртмешкӗн влаҫ тытӑмӗсемпе таччӑнрах ҫыхӑнса ӗҫлеме ыйтрӗҫ.

 

Уява пухӑннисем Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ӗҫӗ-хӗлӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пӗрлӗх правленийӗн Хисеп хучӗпе А.А.Раськин рентгенолога, В.З.Константинов таврапӗлӳҫӗне, В.С.Серафимова тата А.Алексеев концертмейстера чысларӗҫ. Район администрацийӗ хӑй енчен ҫак ӗҫре палӑрнисене ҫитес Акатуйра чыслама палӑртнӑ.

 

Уяв каҫӗнче 2009 ҫулшӑн панӑ Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсене чысларӗҫ. Ҫак хисеплӗ ята «Хыпар» хаҫат журналисчӗ, пирӗн ентеш, Ҫирӗклӗ ял ҫынни Юрий Петрович Степанов (Листопад) тата районти Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи ветерансен хорӗн солисчӗ Пимен Никифорович Федоров тивӗҫрӗҫ. Вӗсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллипе тата ҫакна ӗнентерекен Дипломпа хисеп турӗҫ.

 

Кун хыҫҫӑн Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх сайчӗн администраторӗ В.М.Михайлов сайт урлӑ пӗрлӗх 20 ҫул тултарнине тата Трак районне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарчӗ. Конкурса электронлӑ ҫыхӑну мелӗпе районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен проза, поэзи тата тата драма жанрӗсемпе ҫырнӑ 50 яхӑн ӗҫне ярса панӑ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ытларах Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнчен (30 ӗҫ, вӗрентекенӗсем З.П.Михайловӑпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулӗнчен (14 ӗҫ, вӗрентекенӗ – Л.А.Тихонова), Упи шкулӗнчен (4 ӗҫ, вӗрентекенӗ – В.В.Васильева) тата Карай шкулӗнчен (3 ӗҫ, вӗрентекенӗ – А.Ю.Никандрова) хастар пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе малти вырӑна йышӑннисене тата вӗсен ертӳҫисене Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилей каҫне уявламашкӑн пыма йыхравланӑ. Вӗсене уяв сцени ҫине хӑпартса пӗрлӗхӗн Дипломӗсемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.

 

Уяв тӗрлӗ ҫулсенче Нестер Янкас ячӗллӗ Премие тивӗҫнӗ лауреатсен пултарулӑх концерчӗпе вӗҫленчӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем: кунта тата кунта.

#Упи, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #мероприятисем, #Пикшик

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем