Ӗнер Хӗрлӗ Чутайри ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи вулавӑшӗнче районта ҫуралса ӳснӗ тата ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Ӑна хатӗрленсе вулавӑш ӗҫченӗсем Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванова халалласа ку тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсен тата Константин Ивановӑн кӗнекисен куравне йӗркеленӗ, «Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑсенчен ытларахӑшӗ районти тӗрлӗ ялтах пурӑнать, теприсем Шупашкарта тӗпленнӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем тӗрлӗ ыйту сӳтсе яврӗҫ: ҫырма пултаракансене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма пулӑшасси; Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен кӗнеке кӑларасси; таврапӗлӳҫӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытасси; Хӗрлӗ Чутай район энциклопедине кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнса пулӑшасси.
Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма ялсенчи библиотекарьсемпе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Елена Чубайкина йӗркелесе ертсе пычӗ.
Ҫыравҫӑсене администрацин вӗренӳ пайне ертсе пыракан Татьяна Шереметьева, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов саламларӗҫ, Литература ҫулталӑкӗнче пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Шкул ачисем пухӑннисене пӗчӗк концертпа савӑнтарчӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекен Павел Манинпа 8-мӗш класс хӗрачи Аля Инжебейкина хӑйсем хайланӑ сӑввисене вуласа пачӗҫ. Тӗлпулура Николай Кортунов хӑйӗн нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «История жителей Токтамаш Эссе» кӗнекипе паллаштарчӗ. Светлана Яруткина Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен «Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ» ятлӑ кӗнеке кӑларма хатӗрленет, унӑн малтанхи варианчӗпе паллаштарчӗ. Юрий Григорьевский Ҫӗнтерӗве халалласа хайлавсен пуххине кун ҫути кӑтартасшӑн, ӑна вӑл «Без уважения у прошлому нет будущего» тесе ят панӑ. Хӑнасем ку кӗнеке макечӗпе те интересленсех паллашрӗҫ.
Чутай Юркки, Лев Медведев, Александр Трофимов, Лариса Петрова, Роберт Галимов, Николай Кортунов, Галина Зотова, Зинаида Чернова, Анатолий Ӗмӗт, Владимир Чеблуков та пухӑннисене хӑйсен кӗнекисемпе, пултарулӑх планӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Чутай ҫипуҫне тӑхӑнса Зинаида Чернова хӑй сӑввисемпе хӑйех хайланӑ юрӑ шӑрантарса куракансене тӗлӗнтерчӗ.
Сӑнсем (30)