«Электроприбор» акционерсен уҫӑ обществин акционерӗсем савутӑн ертӳҫисен тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑр иккен. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне палӑртакан ҫырӑва вӗсем республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитернӗ.
Шупашкар савучӗн акционерӗсен ҫырӑвӗнче 2014 ҫулта предприятин резерв фондӗнчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ «кӑларса» илнине пӗлтернӗ. Унӑн пысӑк пайне ертӳҫӗсене преми пама уйӑрнӑ иккен.
Сахал мар «кӗмӗле» «2014 ҫулхи 11 уйӑхра предприятин ӑнӑҫӑвне пысӑк тӳпе хывнисене» уйӑрса панӑ-мӗн. 11 топ-менеджерпа вӗсен ҫывӑхӗнчи пуҫлӑхсене 37 миллион тенкӗ премии панӑ пулать. 500 рабочие 10 хут сахалтарах лекнӗ, пурӗ 3 миллион тенкӗ. 3 миллиона 500 ҫын ҫине пайласан кашнине 6-шар пин тенкӗ тивӗҫнӗ тесе шухӑшламалла. Ку цифрӑна «Электроприбор» АУОн акционерӗ тата унччен топ-менеджерта ӗҫленӗ Елена Романова пӗлтернӗ.
Элтепер патне янӑ ҫырура хаклӑ хутсен пӗчӗк партийӗсене вӗсен хуҫисенчен савут укҫипе туяннине те систернӗ. Ун пек акционерсем 2 пине яхӑн ҫын иккен. Яваплисем васкавлӑ йышӑну тумасан савут панкрута тухас хӑрушлӑх пур тесе пӑшӑрханнӑ ҫыру авторӗсем.