Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Валерий Клементьев кайнӑранпа Сарӑту тӑрӑхӗнче Акатуй ирттермен

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 17.03.2015 10:09 | 1361 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Кун пирки вӑл ЮТВ телеканал хатӗрленӗ ҫӗнӗ передачӑра каланӑ. «Конгресс тӗпелӗ» ҫӗнӗ кӑларӑмӗн хӑни Валерий Леонидович Клементьев пулнӑ. Унччен вӑл чӑвашлӑх ӗҫӗнче ют ҫын мар пулнӑ. Сарӑту облаҫӗнчи хастар чӑвашсенчен пӗри шутланнӑ, Акатуй уявӗсене те ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ. Геннадий Архипов чӗннипе Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн унта Акатуя урӑх ирттермен имӗш. Анчах ку ҫитменлӗхе кӑҫал пӗтересшӗн — ЧНК пулӑшнипе ҫак пысӑк уява Сарӑту облаҫӗнче ирттересшӗнех.

«Эпӗ Саратовра пурӑннӑ чухне те питӗ пысӑк Акатуйсем тӑваттӑмӑрччӗ. Кӑҫал… Сарӑту облаҫӗнче эп кайнӑранпа пулман унта. Акатуй ирттермен. Кӑҫал вӗсем ирттересшӗн. Паллах, вӗсене пулӑшас пулать», — тенӗ Валерий Клементьев интервьюра.

Ҫавӑн пекех ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Раҫҫейре тӗпленсе пурӑнакан тӑрӑхсенче ҫӗнӗ культурӑпа наци автономийӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра, тӗслӗхрен, унашкаллине Белгород облаҫӗнче туса хумалла. Культурӑпа наци автономийӗсем ҫук тӑрӑхсем тата та пур иккен, вӗсене йӗркелес тӗлӗшпе ЧНК хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе пулӑшать.

Унсӑр пуҫне калаҫура Валерий Клементьевӑн ҫемьи пирки, унӑн бизнесӗ пирки, концертсем ирттересси пирки ыйтусем хускатнӑ. Уйрӑммӑн хальтерех Крыма ҫитсе килни мӗнпе асра юлни ҫинчен калаҫнӑ.

ЮТВ телеканалпа Чӑваш наци конгресӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ телекӑларӑмсем хатӗрлеҫҫӗ. Александр Магарин ертсе пыракан Чӑваш наци телекуравӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ сахал пулнипех пуль конгресӑн кӑларӑмӗсем ЮТВ каналта тымар яраҫҫӗ.

#Крым, #чӑвашлӑх, #интервьюсем, #уявсем, #Акатуй, #Сарӑту облаҫӗ, #ЧНК, #концертсем, #пултарулӑх

 

Комментари:

Турхан // 2885.59.9750
2015-03-19 19:52
Тӗрӗсех палӑртать ҫак хайлав авторӗ, ӑна йышӑнмаллах - шел те, Магарин иптешӗмӗр наци телевиденийӗнче чӑвашлӑха аталантарма шутламарӗ, ҫемҫе пукан йышӑнчӗ те ҫавӑнпа лӑпланчӗ. Тӗлӗнмелле пулин те чӑваш ачи наци телевиденине ертсе пыма пуҫланӑранпа шӑпах чӑваш передачисем сахалланма тытӑнчӗҫ! Юлашки вӑхӑтра эфирта ҫухалчӗҫ - 70 те 7, Ҫапла пултӑр, Аван-и, Пехил, Ылтӑн ҫӳпҫерен, Илемпи урокӗсем. Мӗскер пулса иртет наци телевиденийӗпе? Чӑваш телепередачисене чӑваш кӗнекине пекех каллех ҫав выҫӑ ӗне ҫисе ячӗ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org