Республикӑри мӗнпур районта кӑҫал шалти ресурссене шырама ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республика пуҫлӑхӗ районсенче тӗлпулусем йӗркелени пирки пӗлтерекен хыпарсенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑ.
Тепӗр тесен, шырама ӗмӗтленеҫҫӗ тени тӗрӗсех те мар-тӑр-ха. Шалти ресурссене шырамалли пирки вырӑнти активпа йӗркеленӗ курнӑҫусенче республикӑна ертсе пыракансем палӑртаҫҫӗ.
Экономика пирки калаҫнӑ май ял хуҫалӑхне те манмаҫҫӗ иккен. Михаил Игнатьев Элтепер, сӑмахран, ку отрасль йывӑрлӑха пӑхмасӑрах аталанассине палӑртать. «Ҫӗр пур, ҫӗр ҫинче пурӑнакан тата ӗҫлекен ҫынсем пур. Акса-тӑвакан ҫӗрсен лаптӑкӗсене ӳстермелле, ахаль выртакан лаптӑксене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Кашни гектарпа тухӑҫлӑ усӑ курмалла», — тенӗ вӑл ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗринче.