Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ачасен пултарулӑхӗ» литература ӑмӑртӑвӗ вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2010 10:21 | 2813 хут пӑхнӑ

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх хӑйӗн сайчӗ урлӑ ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен проза, поэзи тата драма жанрӗсемпе ҫырнӑ 50 яхӑн ӗҫне тӑратрӗҫ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ытларах Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнчен (30 ӗҫ, вӗрентекенӗсем З.П. Михайловӑпа В.М. Михайлов), Пикшик шкулӗнчен (14 ӗҫ, вӗрентекенӗ – Л.А. Тихонова), Упи шкулӗнчен (4 ӗҫ, вӗрентекенӗ – В.В.Васильева) тата Карай шкулӗнчен (3 ӗҫ, вӗрентекенӗ – А.Ю. Никандрова) хастар пулчӗҫ. Тавах вӗсене! Ӳлӗм те ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнасса шанатпӑр!

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе малти вырӑна йышӑннисене тата вӗсен ертӳҫисене Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилей каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура чыслӗҫ. Чыслав нарӑсӑн 25-мӗшӗнче иртӗ.

 

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх хӑйӗн сайчӗ урлӑ ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсне килнӗ ӗҫсене хакласа вырӑнсене ҫапла палӑртнӑ:

 

Проза енӗпе

«Савнӑ тӑван ен — Красноармейски» номинацире

1-мӗш вырӑн — Анисимова Ольга, Пикшик шкулӗ: «Пуҫ ҫавӑрмӑш», «Ӗмӗрлӗх суран» тата «Ҫутӑ та телейлӗ пурнӑҫ сукмакӗ» калавсемшӗн

2-мӗш вырӑн — Ершова Наталия, Пикшик шкулӗ: «Хӗвелпе те, уйӑхпа, эп калаҫрӑм ҫӑлтӑрпа» фантастикӑлла калавшӑн; Михайлова Ангелина, Пикшик шкулӗ: «Пурнӑҫ хӳри» очеркшӑн;

3-мӗш вырӑн — Васильева Елена, Упи шкулӗ: «Ватӑ кукамай» очеркшӑн; Андреева Викторина, Упи шкулӗ: «Ӗҫне кура – хисеп» очеркшӑн; Тихонова Светлана, Пикшик шкулӗ: «Вутӑш хӗрӗ» фантастикалла калавшӑн тата ҫыру жанрӗпе ҫырнӑ хайлавшӑн; Шумилова Надежда, Пикшик шкулӗ: «Тӑвайккинче» калавшӑн; Максимов Сергей, Пикшик шкулӗ: «Пӗчӗк вӑрттӑнлӑх» фантастикалла калавшӑн

 

Поэзи енӗпе

«Савнӑ тӑван ен — Красноармейски» номинацире

1-мӗш вырӑн — Илларионов Стас, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «»Ман юратнӑ анне», «Аннене», «Аннем» тата «Ҫуралнӑ ял» сӑвӑсемшӗн

2-мӗш вырӑн — Харитонова Светлана, Упи шкулӗ: «Юратнӑ кӗтес» сӑвӑшӑн; Хлебнова Наташа, Карай шкулӗ: «Тӑван кӗтес» сӑвӑшӑн; Васильева Анна, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «»Ман анне – вӗрентекен» сӑвӑшӑн; Семенова Кристина, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Ман кукамай» сӑвӑшӑн; Журавлева Оксана, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Чи хаклӑ ҫыннӑм» сӑвӑшӑн;

3-мӗш вырӑн — Николаева Виктория, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Ман юратнӑ ял» сӑвӑшӑн; Суховетрюк Евгения, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Савнӑ ен – Трак ен» сӑвӑшӑн; Кириллова Екатерина, Карай шкулӗ: «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» сӑвӑшӑн

 

«Поэтсем вилсессӗн те вилмеҫҫӗ…» номинацире

1-мӗш вырӑн — Миронова Анжела, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Пирӗн учитель» сӑвӑшӑн; Яковлева Александра, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «»Юратнӑ вӗрентекен» сӑвӑшӑн;

2-мӗш вырӑн — Иванова Анастасия, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Тавтапуҫ сире, учительсем» сӑвӑшӑн; Данилова Мария, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Пӗрремӗш учитель» сӑвӑшӑн; Никифоров Павел, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Учитель» сӑвӑшӑн: Никитина Карина, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Тавах сире, учительсем» сӑвӑшӑн;

3-мӗш вырӑн — Журавлева Оксана, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «»Учитель сӑнарӗ» сӑвӑшӑн; Семенов Алексей, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Юратнӑ учитель» сӑвӑшӑн; Григорьева Ксения, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Учитель манӑн чӗрере» сӑвӑшӑн; Лукина Кристина, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Шкулта» сӑвӑшӑн; Михайлов Алексей, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Тӑван шкул» сӑвӑшӑн; Андрианова Полина, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул: «Пӗлӳ – ӗмӗрлӗхе» сӑвӑшӑн

 

Драма енӗпе

«Савнӑ тӑван ен — Красноармейски» номинацире

1-мӗш вырӑн — Ершова Наталия, Пикшик шкулӗ: «Сӑпка юрри» тата «Йӑнӑш илтнӗ сӑмах» пьесӑсемшӗн;

#литература, #конкурссем, #Красноармейски районӗ, #Пикшик, #Упи, #Карай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем