Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Литература ҫулталӑкне Трак тӑрӑхӗнче те уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 03.02.2015 16:59 | 1475 хут пӑхнӑ
Культура

Красноармейски районӗнче кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ Красноармейскинчи Культура ҫурчӗнче те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Фойере Константин Иванова халалланӑ кӗнекесенчен тата вырӑнти авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Кунтах ал ӑстисен кружокне ҫӳрекенсен ӗҫӗсене курма пулатччӗ — «Пӳрнеске» тата «Рукодельница» кружокҫӑсем Жанна Михайлова ертсе пынипе чӑн та илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ.

Уява райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев, райадминистрацин социаллӑ пай енӗпе ӗҫлекен Алексей Васильев хутшӑнчӗҫ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те уява килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш халӑх писателӗ Юрий Сементер сӑвӑҫ, Раҫҫей тата Чӑваш писателӗсен союз пайташӗсем Галина Васильевӑпа (Ордем Гали) Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ), Николай Ершов поэт, вӑрҫӑ ветеранӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Красноармейски районӑн Хисеплӗ гражданинӗ Михаил Прохоров тата ытти ҫыравҫӑсем. Хӑнасем пухӑннисем умӗнче литературӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Уявра вырӑнти Культура ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи А. Никонорова), ветерансен хорӗ (ертӳҫи А. П. Алексеев), «Хунав» пултарулӑх кружокӗн членӗсем (ертӳҫи К.И. Васильева), «Заволжский» клуб коллективӗпе «Асамат кӗперӗ» ачасен театрне ҫӳрекенсем (ертӳҫи Г. А. Петрова), ачасен «Капельки» ансамблӗ М.В. Дмитриев ертсе пынипе хутшӑнса пухӑннисене ӑшӑ кӑмӑл парнелерӗҫ. Трак шкулӗн, Пикшикри тата Красноармейски шкулӗсенчи вӗренекенсем те уява илем кӳчӗҫ.

Сӑнсем (43)

#Красноармейски районӗ, #уявсем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Красноармейски, #культура, #куравсем, #Пикшик, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем