Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Литература ҫулталӑкне уҫма Пӗрҫырлан тӑрӑхне Шупашкарти ҫыравҫӑсем ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 26.01.2015 22:16 | 1957 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче те ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ятарлӑ уяв йӗркеленӗ.

Уява Татьяна Мироновӑпа Зоя Семенова ертсе пычӗҫ. Уяв залне Пӗрҫырланти шкулти вӗренекенсем — «Рукавичка» кружок ӑстисем ӑсталанӑ пуканесен куравӗпе пуянлатнӑ. Кунтах Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи поэтсемпе ҫыравҫӑсен кӗнекисен куравӗ! Малтанах «Руквички» кружок ертӳҫине Ирина Вячеславовна Григорьевӑна тата Зинаида Георгиевна Хондярова вӗрентекене, Сергей Охтеровпа Катя Тигушкина вӗренекенсене районта Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа иртнӗ «Литература геройӗсем патӗнче хӑнара» уява хастар хутшӑннӑшӑн Пӗрҫырлан шкул директорӗ Любовь Николаена Былинкина Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.

Ҫак шкулти 6-мӗш класра вӗренекен Сергей Охтеров та хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут курав йӗркелерӗ, вӑл хӑй килӗштернӗ паллӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене сӑнарлама юратать иккен! Ку тӑрӑхра паллӑ ҫыравҫӑсем Урапакассинчи Алексей Медведев, Палтайри Борис Чиндыковпа Валерий Муравьев, Мӑн Йӗкӗтри Николай Александров композитор-поэт ҫуралса ӳснӗ. Иван Ефимов, Наталья Лунгу, Тимофей Григорьевич Григорьев–Шенкер те хӑйсен хайлавӗсемпе палӑрнӑ.

Уявра Иван Любимов ертсе пыракан «Илем» тата «Сӑр ен» ансамбльсем пухӑннисене чылай хитре юрӑ парнелерӗҫ. Пӗрҫырлан шкулӗн вӗренекенӗсем Катя Тигушкина, Настя Арсентьева, Катя Тарасова тата ыттисем сӑвӑсем вуласа пачӗҫ. Палтайри вӑтам шкулта вӗренекенсем Сергей Петровпа Аня Петрова «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене чуна тивмелле шӑрантарчӗҫ.

Уява Сергей Павловпа Валерий Муравьев ҫыравҫӑсене те хӑнана чӗннӗ. Сергей Павлов Пӗрҫырланти вулавӑша хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ. Валерий Муравьев хӑй 2004-мӗш ҫулта Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне экскурсине кайса килни ҫинчен пӑлханса аса илчӗ. Валерий Венедиктович ҫак пулӑма аса илсе хайланӑ сӑвӑсемпе куракансене паллаштарчӗ.

Палтайри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Серебрякова, Урапакассинче пурӑнакан сӑвӑҫ Сӑкӑт Ванькки (Иван Петрович Ефимов) хӑйсен юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе паллаштарчӗҫ.

Пӗрҫырлан библиотекарӗ Роза Ильина Литература ҫулталӑкӗпе танах вулавӑшра аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уявсем, кӗнеке куравӗсем, вулавсем йӗркелесси пирки пӗлтерчӗ.

Уяв чӑннипех те ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

Сӑнсем

#Пӗрҫырлан, #Етӗрне районӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #концертсем, #шкулсем, #Мӑн Йӗкӗт, #Урапакасси, #Палтай, #вулавӑшсем, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем