Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паратайп Раҫҫейри халӑхсен алфавичӗсене шута илекен шрифт кӑларнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 30.12.2009 13:42 | 2346 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ Ҫул умӗн Паратайп фирмӑран савӑнӑҫлӑ хыпар килчӗ — Раҫҫейри халӑхсен алфавичӗсене шута илекен шрифт кӑларнӑ. Хальлӗхе пӗр шрифт кӑна, вӑл «ПТ Санс» (PT Sans) ятлӑ. Шрифт ирӗклӗ, ӑна усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар.

Ӑна нумай наци пурӑнакан ҫӗршывра халӑхсен хушшинче офицциаллӑ тата ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма юрӑхлӑ шрифтсен пуххине хатӗрлемелли проекта пурнӑҫланӑ май ӑсталаса тунӑ. Проекта килӗшӳллӗн ҫав шрифтсемех информаци ӗмӗрӗнче националлӑ ҫыруллӑхсене аталантарма тивӗҫ. Ку чӑн ӗнтӗ — 2010 ҫул ҫывхарса пырать пулин те Раҫҫейри вырӑс мар халӑхсен ку енчен пысӑк чӑрмавсем пур. Вӑл чӑрмавсене кашни халӑх хӑй тӗллӗн, хӑй пӗлнӗ пек сирме тӑрӑшать. Чӑваш чӗлхи анинче те мӗнле кӑна тумаҫҫӗ пулӗ — ятарлӑ шрифтсем хатӗрлеҫҫӗ, латин саспаллийӗсем шутне кӗрекен пӗрешкел курӑнакан саспаллисене усӑ кураҫҫӗ, латинла ҫыракан та пур.

Проект РФ пичетпе массӑллӑ коммуникаци агентстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.

 

Гарнитура 8 начертаниллӗ — 4 стандартли; 2 — пӗчӗк кегельлӗ набор валли тунӑ пысӑк пропорциллӗ начертанисем; 2 — экономлӑ набор валли тунӑ хӗсӗк начертани.

 

Шрифта кунтан уҫласа илме пулать — ПТ Санс (1.7Мб)

 

2010 ҫулта ку ӗҫе малалла тӑсма шутлаҫҫӗ — сӑмахран, ПТ Сериф шрифта кӑларасшӑн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#шрифтсем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

2009-12-30 14:01
Аçтахар Плотников
Ку шрифта тĕлĕслесе пăхнă май мĕн калайратăп — чăваш чĕлхин кирилл саспаллийĕсем унта пурте пур. Халĕ эпир усă куракан латтин саспаллийĕсем унта пурте çук — «Ăă», «Çç», «Ÿÿ» пур пулсан, «Ĕĕ» вара çук. Тата «Ăă» саспаллийĕн тăррийĕ таçта айăккинелле кайнă, çав вăхăтрах кирилл саспаллийĕсенчи «Ăă» — лайăх, йĕркеллĕ. Латинла «Çç», кириллă «Çç»-ран чăвашларах — лешĕнче çекĕл мар, патак çеç пулас :(.
Ку шрифта кашни компьютера сарма шутлаççĕ — унччен çак çитмелĕхсе пирки вĕсене систермелле пулĕ?
2009-12-30 14:46
Аçтахар Плотников
Вăхăт сахал пулин те çакнашкал çыру ятăм:
=================================================
Спасибо за шрифт, но по нему есть пара просьб:
1. На данный момент, так как чувашские буквы не всеми шрифтами
поддерживается, при написании чувашских текстов используются
следующие коды:
Ă ă
Ĕ ĕ
Ç ç
Ÿ ÿ

Для поддержки переходного периода нельзя ли сделать поддержку и их:

1.1. Ă ă - кепочка съехала влево (во всяком случае так у
меня его Word 2000 отобразил.) Может следует проверить? Я сейчас на
поезд спешу, более детально проверить не могу (не успеваю).
1.2. Ĕ ĕ - вообще отсутствуют. Нельзя ли добавить?

См. подробнее http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%A7 ... BE.D0.B2.D0.BA.D0.B8


2. Начертание Ҫ ҫ
В начертании для чувашского языка у этой буквы — хвостик такой,
какой вы нарисовали для буквоместа с кодом Ç ç Нельзя ли
форму этой буквы поменять? Загогулина все же смотрится куда
читабельней чем просто палочка снизу... Она более узнаваема. В
шрифте DejaVu Serif Condensed (кажись из Микрософтовского офиса) она
нарисована правильно. Или «Palatino Linotype» - тут тоже нарисована
правильно.

--
С уважением,
Николай Плотников mailto:p-code@mail.ru
===================================================
Вячеслав // 3840.85.9798
2009-12-31 05:48
К моему ужасу шрифт не поддерживает эсперанто. Поддерживает всё вокруг — венгерский, польский и т. п. — но эсперанто нет. Тоже пишем письмо в Паратайп.
Victor // 4868.1.6482
2010-01-02 10:26
Victor
Fu! Pirĕn şincen šuhašlani lajăh, ancah pirĕn stantartsene Môskav hiseplemeşeh! Ăşta Ĕĕ, Ăă-sem. Kirill alffavitĕncisempe usă kurmastpăr-şke! Tak, šrifcĕ Nicco pek, kajat' pek
Victor // 4868.1.6482
2010-01-02 11:15
Victor
Гарнитурăна чăвашлатрăмăр. Ку верссй Чăваш чĕлхи коммиссин стандарчĕсне тивĕçтерет:
http://cvlat.blogspot.com/2010/01/cc-paratype-e-e.html

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org