Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ. Ҫынсене вулавӑша илӗртмелле, мӗнпе те пулин тӗлӗнтермелле. Ҫапларах тӗллев лартаҫҫӗ вӗсем.
Мероприятисем йӗркелеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче эрнипех «Полигон» лапамра Франци фильмӗсене кӑтартаҫҫӗ. Кунашкал фильмсене кинотеатрсенче кӑтартсах каймаҫҫӗ. Вӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
«Полигон» пултарулӑх лапамӗн директорӗ Михаил Кузьмин пӗлтернӗ тӑрӑх, Франци институчӗ 7 фильм панӑ. Кашнин теми расна: камит, драма, анимации, документаллӑ кино.
Лапама Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи вулавӑш ҫумӗнче йӗркеленӗ. Вӑл хӑйне евӗр культура тавралӑхӗ.
Литература ҫулталӑкӗнче тата мӗнле мероприятисем йӗркелӗҫ? Пултарулӑх пӗрлӗхӗсем, тӗрлӗ клубсем уҫӗҫ, ҫамрӑк вулавҫӑсен шкулӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ тӗлӗшпе те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесшӗн.
Ҫулла уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулассине каллех йӗркелӗҫ. Вӗсем кӳлмекре, суту-илӳ центрӗсен ҫумӗнче, Республика тӳремӗнче пулӗҫ. Электронлӑ кӗнеке вулакансем валли те хыпар пур. Вӗсем валли лицензиллӗ кӑларӑмсене тӳлевсӗр илме май туса парӗҫ. Хула кунӗнче йӑлана кӗнӗ ачасен вулавӗн фестивалӗ иртӗ.