Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилейне хатӗрленеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 18.12.2009 20:57 | 1298 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав залӗнче Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗнче Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул тултарнине тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Сӑмах май, 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче районта Н.К. Ефимов (Янкас) поэт ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхне туса хунӑ. Ун чухне унӑн правлени йышне 11 ҫынтан, ревизи комиссине 3 ҫынран тата правлени председателӗ пулма Анатолий Антонович Раськин (Раскай) тухтӑр-сӑвӑҫа суйланӑ пулнӑ.

 

Пӗрлӗхӗн Уставӗпе Преми положенийӗ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн 1990-мӗш ҫулхи 6-мӗш номерӗнче ҫапӑнса тухнӑ.

 

Н.Янкас пӗрлӗх ларӑвӗнче юбилей уявне 2010 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, каҫхине районти Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ирттерме йышӑннӑ. Унта Нестер Янкас Премийӗн лауреачӗн ятне илнӗ мӗн пур пултарулӑх ҫыннине чӗнеҫҫӗ. Чаплӑ ларура районти 9 пултарулӑх коллективӗ тата уйрӑм юрӑҫсемпе ташӑ ӑстисем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Ларура правлени председателӗ Г.Ефимов-Тусли, правлени членӗсем С.Гурьева библиотекарь, культура ӗҫченӗсем А. Алексеев, Н.Никоноров тата Л.Антонов (Малтикас), Н.Ершов (Янкер) сӑвӑҫсем тухса калаҫнӑ. Унпа пӗрлех ҫитес ларура пӗрлӗхӗн ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетме палӑртнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#вулавӑшсем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем