Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Салам — 15 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.12.2014 19:27 | 1464 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн «Салам» ушкӑнӗ ҫак кунсенче хӑйӗн 15 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уява артистсем тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерта 35-ӗн хутшӑнчӗҫ. «Саламҫӑсене» уяв ячӗпе Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, Кӑкшӑмри вулавӑш ертӳҫи Н.П. Бундина, ялти «Родничок» ача пахчи ертӳҫи Л.Ю. Ястребова, «Заветы Ильича» колхозӑн профком председателӗ В.В.Князева саламларӗҫ. «Салам» ансамблӗн ертӳҫи баянист А.В.Шаров, Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн ертӳҫи Е.А.Шарова, ансамбль солисчӗсем Ирина Семенова, Елена Орлова, Алина Федорова, Надежда Мурзина, Елена Яковлева Кӑкшӑмӑм ял администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

«Салам» ансамбль 15 ҫул хушшинче чылай фестивальте, «Акатуйра» малти вырӑнсене йышӑннӑ. 1999–2014 ҫулсенче ҫулленех Хисеп Хучӗсем, Тав сӑмахӗсемпе Тав хучӗсемпе Дипломсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. «Саламҫӑсене» Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта тата ытти ҫӗрте те куракансем яланах кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Салам» ансамблӗ «На завалинке» тата «Поченарочка» ушкӑнсемпе пуянланнӑ. Ку ушкӑнра Пӑчанар ялӗнче пурӑнакан пенсионерсем халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтараҫҫӗ. Кӑкшӑмри вулавӑш 2013 ҫулта районти 17 библиотека хушшинче «Республикӑри чи лайӑх культура учрежденийӗ» ятне ҫӗнсе илме пултарнӑ.

«Салам» ансамблӗн музыканчӗ Александр Шаров 2014-мӗш ҫулта «Культурӑн чи лайӑх ӗҫтешӗ» ята тивӗҫнӗ.

«Салам» ансамбль малашне те ҫӗнӗ вӑй-хӑватпа куракансене савӑнтарӗ: артистсен халӑх умне тухмалли ҫипуҫӗ хитре, ертӳҫи ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, вырӑнти ертӳҫӗсем вӗсене пулӑшма майсем тупсах тӑраҫҫӗ.

Хушса калани: эп астӑвассах Кӑкшӑм ял халӑхӗ тӗрлӗ концерта хаваспах хутшӑнатчӗ, 1975-мӗш ҫулта «Заветы Ильича» ертӳҫисем тӑрӑшнипе ялта икӗ хутлӑ Культура ҫурчӗ хута кайрӗ. Музыкант пулса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Владик Арланов электрик ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑхӑн тава тивӗҫлӗ артистки Зоя Лисицина та ялти хорта юрласа пӗрремӗш утӑмсем тунӑ.

Сӑнсем (81)

#юбилейсем, #Етӗрне районӗ, #вулавӑшсем, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #пултарулӑх, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем