«Раҫҫей Культура» каналпа «Раҫҫейӗм, юратӑвӑм манӑн!» ярӑмпа «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗ» фильм кӑтартнӑ. Кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Владимир Михайлов та — эфир пирки ӑнсӑртран кӑна пӗлнӗ иккен. Апла тӑк ыттисем те сисмесӗрех юлнӑ-тӑр.
Асӑннӑ каналӑ ҫӗнӗ проекчӗ регионсен пурнӑҫӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартать. Калининградран пуҫласа Инҫет Хӗвелтухӑҫ таран выртакан ҫӗршывра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх-йӗркипе, пурнӑҫӗпе, хйӑне евӗрлӗхе хрантсус паллаштарать. Кӑларӑма ертсе пыракан Пьер Кристиан Броше — хрантсус ҫулҫӳревҫи тата издателӗ, Раҫҫейре 20 ҫул пурӑнать. Хӑйӗн арӑмӗпе аичсем ҫуралнӑ ҫӗршыва лайӑхрах пӗлес тесе вӑл Урал тӑрӑхӗнче. Чукоткӑра, Туллӑ Алтайра, Якутинче, Пушкӑртстанра, Мӑкшӑ Республикнче пулнӑ.
Чӑваш ене Пьер Кристиан пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче килнӗ. Кунта вӑл пирӗн патри ҫутҫанталӑка, халӑх юрри-ташшине, йӑлине ӳкернӗ. Вӑрнар районӗнчи Владимир Михайловпа вӑл ҫур кун ирттернӗ. Музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пирӗн халӑхӑн ҫав япалисене кӑтартнӑ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хрантсус Михайлова тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Композиторсен союзӗн пайташӗпе Светлана Макарова музоковедпа иккӗшне музыка телекӑларӑм ӳкерме чӗнсе илнӗ.
Кӑларӑмра чӑваш кӗвви тӗлӗнмелле расналӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Унӑн историне пӗлни тӗрӗк халӑхӗсен музыка аталанӑвне ӑнланма та кирлине палӑртнӑ.