Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх конференцийӗ пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Акташ Чунтупай 22.05.2009 22:18 | 1560 хут пӑхнӑ

Республикипе паллӑ Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал, раштав уйӑхӗнче, 20 ҫул пулать. Ҫак пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен премийӗпе 1990 ҫултан пуҫласа чысланӑ. Ку таранччен Нестер Янкас ячӗллӗ премине илнисен шучӗ 48 уйрӑм ҫынна тата 13 коллектива ҫитрӗ. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшине сарас енӗпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячӗллӗ премин пӗлтерӗшӗ паян кун та капашсӑр пысӑк. Вӑл литературӑпа искусствӑри вуншар ӗҫчене чыспа хисеп кӳрсе тӑрать, пултарулӑха аталантарма хавал парать, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет. Апла пулсан пурте пӗрле пуҫтарӑнса ҫак уява мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен шутламалла. Ҫак тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре Красноармейски район библиотекин вулав залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн конференцийӗ — аслӑ органӗн черетлӗ ларӑвӗ пулать. Кам ҫак пӗрлӗхӗн пуласлӑхӗпе кӑсӑкланать тата унӑн ҫывхарса пыракан 20 ҫулхи юбилейне чыслӑн кӗтсе илме хутшӑнасшӑн - йыхравлатпӑр.Пӗрлӗх председателӗ — ертӳҫи Георгий Леонидович Ефимов-Тусли журналист каланӑ тӑрӑх, пӗрлӗх ӗҫӗ-хӗлӗн ӑнӑҫлӑхӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кирек епле ҫын та унӑн уставӗнче палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама кӑмӑл тунинчен, ун ӗҫне хастаррӑн хутшӑннинчен, Нестер Янкасӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытса ӗҫленинчен килет. Нестер Янкасӑн 100 ҫулхи юбилейӗ те ҫапла пулма хистет. Сӑмах май, Нестер Янкас пӗрлӗхен сайчӗ те уҫӑлчӗ. Унӑн адресӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/. Вӑл пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса тӑма тивӗҫ, пӗрлӗх членӗсен пултарулӑхӗпе Интернет уҫлӑхӗнче ыттисене те паллашма май туса пама, Нестер Янкас пултарулӑхӗн еткерлӗхне халӑх хушшинче сарма пулӑшӗ. Ку сайт, ытти пӗрлешӳсемпе танлаштарсан, пӗрремӗшӗ пулать. Тен, ку ырӑ тӗслӗх ыттисене те хавхалантарӗ. Пирӗн шутпа, чӑвашла сайтсен шучӗ пинӗ-пинӗпе пулмалла. Вара чӑваш чӗлхи пӗтет тесе никам та калаймӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр сире, конференцие хутшӑнакансем!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#конференцисем, #Красноармейски районӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

Алексей // 1582.03.4700
2009.05.24 12:04
Маттусем эсир, Красноармейскисем, Нестер Янкасла малаллах талпăнатăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем