Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвас ыйтупа пуху иртнӗ. Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан– Екатеринбург» магистраль пирӗн республикӑри темиҫе район тӑрӑх иртмелле, ҫав шутра Етӗрне тӑрӑхӗ те пур.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ асӑннӑ районти Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн территорийӗпе урлӑ каҫмаллине шута илсе халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
Уйкас Чурашра пурӑнакансем уйрӑмах шуйханнӑ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Магистраль ҫав ял ҫумӗпе каймалла. Ҫынсем ыйту ҫине ыйту панӑ. Ҫынсене проект хакӗ те, унта вырӑнти халӑх валли ӗҫ вырӑнӗ пулассипе пулмасси те, пуйӑс сасси канлӗхе татмасси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ыйтусене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.Ю. Еремеев, капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ О.П. Иванов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Черлаков тата Мускавран ятарласа килнӗ йыш тӗплӗн хуравланӑ.
Унтан пухура Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗн тӗп планне улшӑну кӗртме йышӑннӑ.