Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Ял пурнӑҫӗ: Мулкачкассисем те ял уявӗ ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.08.2014 17:04 | 1861 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Мулкачкассисен уявӗнче
Мулкачкассисен уявӗнче

Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ.

Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна.

Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ. Уява пуҫтарӑннӑ халӑха Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шур аппа» фольклор ансамблӗ, Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикассинчен килнӗ «Палан» ушкӑнсем, Николай Ключников артист хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (61)

#Лапкас, #уявсем, #ял уявӗсем, #Мулкачкасси, #Муркаш районӗ, #Москакасси, #Шупашкар районӗ, #Ҫӳлтикасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем