Сӗнтӗрвӑрринче Андриян Николаев космоса пӗрремӗш хут ҫӗкленнине халалласа Атӑл урлӑ ишнӗ. Андриян Николаевич Поповичпа орбитӑра «Течет река Волга» юрра юрланӑ. Ҫавна май сӗнтӗрвӑррисем Атӑл урла ишсе каҫассине ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 32 ҫын хутшӑннӑ. Ӑмӑрту пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Чылайӑшӗ парне илессишӗн мар, вӑйне тӗрӗслессишӗн ӑмӑртать.
Атӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче 1 ҫухрӑм сарлакӑш. Анчах юхӑмӗ вӑйлӑ. Ҫавӑнпа ӑмӑртуҫӑсен диагональпе ишме тивет.
Кӑҫал ӑмӑртуна триатлонпа туслӑ ҫамрӑк спортсменсем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Евгений Степанов Атӑла 19 минут та 20 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Михаил Андропов чи паттӑррисен йышне кӗнӗ. Протезпа ҫӳрекенскер Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.