Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 пинрен иртрӗ. Ӗнер, акан 6-мӗшӗнче 10 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Хайдеггер Мартин ятлӑ нимӗҫ философӗ ҫинчен пулчӗ. Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 125 пин ытла статья тупма пулать) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (3,7 пин), удмурт (400 патнелле), пушкӑрт (430), ҫармӑс, мӑкшӑ (300 ытла), ирҫе (700 патнелле) уйрӑмӗсем. Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать! | ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |