Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ кӗнеке

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera@yandex.ru 26.03.2009 20:41 | 2121 хут пӑхнӑ

«Елчӗк ен» хаҫат вулаканӗсем Валентина Кириллова ҫыравҫӑн статйисене, корреспонденцийӗсене, калавӗсене аван пӗлеҫҫӗ темелле. Ял ҫыннисем унӑн хайлавӗсене юратса вулаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хӑйӗн сӑнарӗсене вӑл пурнӑҫран тупать. Этем кун-ҫулӗн кукӑр-макӑрӗсене витӗрех курса тӑнӑран ку е вӑл персонажа калӑпламашкӑн вулаканшӑн ҫывӑх та ҫӑмӑл чӗлхепе, пурне те кӑсӑклантармалла ҫырать. Нумаях пулмасть В.Кириллован Елчӗкри типографире «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унӑн пултарулӑхне хаклакансемшӗн ку парне вырӑнӗнчех пулчӗ.

Валентина Алексеевна Кириллова (Смирнова) 1963-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӳршӗллӗ Кипеҫ шкулӗнче вӗреннӗ. Валентинӑн илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ сочиненийӗсене шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.П.Ермаков та яланах ырланӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Пулас ҫыравҫӑ хайлавӗсем, аслисем хавхалантарнине кура, «Каҫал ен» («Октябрь ялавӗ») хаҫатра, республикӑра тухса тӑракан «Самант» («Хатӗр пул») журналта, «Тантӑш» («Пионер сасси») хаҫатра кун ҫути курнӑ. Ачалӑхра ҫуралнӑ ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫланӑ теме пулать ӑна. Малашлӑх ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех хаҫат ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

В.Кириллова И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1988-мӗш ҫултанпа Елчӗк район хаҫатӗнче вӑй хурать. 1991-мӗш ҫултанпа хаҫат редакцийӗн ҫырусен пайӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен Союзӗн членӗ (2004 ҫ.) Вӑл ҫырнисем республикӑри «Чӑваш хӗрарӑмӗ», Тутар Республикинчи «Сувар» хаҫатсенче те пичетленеҫҫӗ.

«Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» — Валентина Алексеевнӑн пӗрремӗш кӗнеки. Пӗтӗмӗшле илсен, хайлавсенче ҫемьепе мораль теми тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать. Сюжет ҫӑмхи те интереслӗ. Вулакана тӳрех тыткӑнлать.

Хамӑрӑн юратнӑ автора кӗнеке тухнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Пурнӑҫра ырлӑх –сывлӑх, ҫемьере телей, пултарулӑх ӗҫӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр.

#Елчӗк районӗ, #кӗнекесем, #Нӗркеҫ, #Комсомольски районӗ

 

Комментари:

Евник // 4608.0.2233
2009.03.27 20:38

Валентина Алексеевнана кенеке тухна ятпа саламлатпар.Вулакансене татах сене хайлавсем парнелессе шанатпар.
2009.03.28 13:23
Сире чунтан саламлатап. Сире пулашакансем тупаннашан сиренпе перле саванатап.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем