Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Кӑркӑстанра халӑх ҫыравӗ пуҫланчӗ. Ку вӑл, патшалӑх ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн, иккӗмӗш ҫырав пулать. Пӗрремӗшӗ 1999 ҫулта иртнӗ. Хальхи ҫырав акан 2-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗнче вара ӑна пӗтӗмлетме палӑртаҫҫӗ.
Анкетӑна пурӗ 18 ыйту кӗртнӗ. Ҫырава хутшӑнакансен хӑйсен арлӑхне, миҫе ҫула ҫитнине, мӗнле пӗлӳ илнине пӗлтермелле пулӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен тупӑш ҫӑлкуҫӗсене, хӑш патшалӑх ҫынни пулнине, мӗнле халӑх шутне кӗнине палӑртмалла пулӗ.
Кӑркӑстан саккунӗсем тӑрӑх ҫырава пурин те хутшӑнмалла — патшалӑх гражданӗсем кӑна мар, ҫак вӑхӑтра унта лекнӗ ют патшалӑх ҫыннисен те. Ҫырава хутшӑнассинчен хӑтӑланакансен штраф тӳреме тивӗ. Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх пухнӑ информацине ҫырава хутшӑнакансене хирӗҫ усӑ курмӗҫ.
Раҫҫейре халӑх ҫыравне 2010 ҫулта ирттерме палӑртнӑ.