Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ та ваттисем, ака пӗтнӗ-пӗтмен тырӑ вырасси пирки шухӑшлама тивет. Чӑваш Республикине, ав, тырӑ вырмалли «Енисей-950» комбайнсем килсе ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан килсмен-ха вӗсем. Хамӑр патранах.
Ара, комбайнсене Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществинче пухма тытӑннине пӗлетпӗр-ха. Унта кӑларнӑ «енисейсене» «Чӑвашагрокомплект» предприяти ял хуҫалӑхӗсене сутма нумаях пулмасть илсе кайнӑ.
Юлашкинчен асӑнни «Агромашхолдинг» компанин официаллӑ дилерӗ шутланать иккен. Лешӗ вара «Промтрактор» обществӑн, «Волгоградри трактор савучӗ» трактор компанийӗн, «Улатимӗрти моторпа трактор савучӗ», «САРЭКС», «Курганмашзавод» обществӑсен, Австрири «Vogel & Noot» предприятин пайташӗ евӗр ӗҫлет иккен.
«Чӑвашагрокомплекта» илсе пынӑ «енисейсем» ҫывӑх вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх саланасса шанаҫҫӗ.