Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен форумӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елена 12.12.2008 22:04 | 1262 хут пӑхнӑ

Тахҫантанпах кӗтни тинех пурнӑҫланчӗ теме юрать — Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен форумӗ иртрӗ. Юлашки ҫулсенче чылайӑшне хумхантаракан тӑван литературӑри проблемӑсене (ҫамрӑк авторсем сахалланни, литература ӑшӑхланса пыни, аслӑ тата кӗҫӗн ӑрури ҫыравҫӑсен хушшинче пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсем татӑлни тата ыт.те.) татса парас тӗллевпе пӗр сӗтел хушшине ларса канашлас самант ҫитнине кашниех туятчӗ пулӗ. Малалла та ҫаплах ним тумасӑр пурӑнсан пур пек ҫыравҫӑсем те сапаланса пӗтме пултарасса Культура Министерстви тата чӑваш писателӗсен икӗ союзӗ (професионал-писательсен тата М.Юхма ертсе пыраканни) вӑхӑтра асӑрханӑ. Чӑваш оперӑпа балет театрӗн керменӗнче уҫӑлнӑ Форума культура министрӗ Р.М.Лизакова ертсе пычӗ. Ҫамрӑк авторсене хумхантаракан ыйтусемпе "Хресчен сасси" Пичет ҫурчӗн директорӗ С.Л.Павлов, писательсен пӗрлешӗвӗсен председателӗсем И.Д.Вутланпа М.Н.Юхма, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ В.П.Комиссаров сӑмах илчӗҫ. Хӑюллӑ ҫамрӑк ҫыравҫӑсем те ыйтусене сӳтсе явнӑ чух айккинче тӑрса юлмарӗҫ: Дима Моисеевпа Валентина Беляева ҫивӗч шухӑшсем каларӗҫ. Форума ирттерекенсем ҫамрӑк писательсен конкурсне йӗркелеме, лайӑх хайлавсене уйрӑм кӗнекен пичетлеме, писательсен союзӗ ҫумӗнче литература секцийӗсене (проза, поэзи, драма, ача-пӑча литератури) ертсе пыма, час-часах пӗрле пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явмалли вырӑн уйӑрма (литература музейӗпе наци библиотекинче) йышӑнса хӑварчӗҫ. Форумӑн пленарлӑ ларӑвӗ хыҫҫӑн секцисем ӗҫе пуҫӑнчӗҫ. Проза, поэзи, драма тата ача-пӑча литературин секцийӗсенче аслӑ ӑрури ҫыравҫӑсем кӗҫӗннисемпе илемлӗ сӑмахлӑхри вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен калаҫрӗҫ.

#Шупашкар, #ҫыравҫӑсем, #литература, #Чӑваш оперӑпа балет театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем