Республикӑра ача-пӑча валли тӗрлӗ конкурс час-часах йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче шапӑрлансен ӳкерчӗкӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫӗ канихвет чӗркенӗ хут ҫинче пулӗ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ — пушар хуралӗн професси уявӗ. Ҫавна май РФ чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ачасен «Ачасем — хӑрушсӑрлӑхшӑн!» ӳнер конкурсӗ йӗркеленӗ.
Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтернӗ ӳкерчӗке уяв умӗн Шупашкарти пӗр кондитер хапрӑкӗ кӑларма палӑртнӑ канихвет хучӗсем ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Ӳкерчӗксен конкурсне ача пахчине ҫӳрекенсене, шкулсенче тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсене, интернатсенче, ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе, пылак ҫимӗҫемпе чыслӗҫ.