Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Манӑҫми чӗнтӗрлӗ кӗпер хывакан»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.03.2014 12:05 | 1177 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫакнашкал ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра А.Ф. Талвир ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн пурнӑҫне, пултарулӑхне ҫутатакан статьясене, унӑн портретне, буклетсем, альбомсем вырӑн тупнӑ. Куравра вулавӑшӑн таврапӗлӳ пухмачӗнче упранакан сайра тӗл пулакан кӗнекесем (1952–1958 ҫулсенче тухнисем) тӗп вырӑн йышӑннӑ: «Эсӗ инженер пулатӑн», «На Буинском тракте», «Живая ветка», «Сабантуй в Буинске», «До войны, на войне, после войны», «Фундамент».

Таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулӑн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Г.Ф.Хлебникова А.Талвир ячӗллӗ музей пирки, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Музей шкулта тахҫантанпах пур.

А.Талвиран мӗн пур хайлавне тенӗ пекех вырӑс чӗлхине куҫарнӑ. Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) Патӑрьелте 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мускава кайнӑ, СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцинче ӗҫленӗ. Унтан Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне кӗнӗ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Зимняя стужа» — 1929 ҫулта тухнӑ. Алексей Талвир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫар корреспонденчӗ пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ, ЧР Писательсен союзӗн председателӗ пулнӑ. 1960 ҫулта Хусана куҫнӑ, «Хусан» чӑваш литература-ӳнер альманахӗ кӑларнӑ. Алексей Талвира ентешӗсем манмаҫҫӗ. Унӑн тӑван килӗнче музей уҫнӑ, умне унӑн бюстне лартнӑ. Патӑрьелти, Шупашкарти урамсем ун ячӗпе хисепленеҫҫӗ.

Юлашки ҫулсенче Алексей Талвир Шупашкарта пурӑннӑ, ӗҫленӗ. 1979 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ.

#вулавӑшсем, #Патӑрьел, #юбилейсем, #куравсем, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем