Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Валерий Павлов парнисемшӗн виҫӗ район ачисем тупӑшрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 11.03.2014 06:23 | 1616 хут пӑхнӑ
Спорт

Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика депутачӗн Валерий Павловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем хушшинче эстафета иртрӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне, Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен ҫамрӑк спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах Валерий Павлов Василий Вазина 10 ҫухрӑм чупассипе республикӑра иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Республикӑри Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ парса чысларӗ. Йӗлтӗрҫӗсем ҫулӗсене кура хӗрачасемпе арҫын ачасем хушшинче тупӑшрӗҫ: 2000 ҫулта кун ҫути курнисемпе вӗсенчен кӗҫӗнреххисем, 1998–1999 ҫҫ тата 1996–1997 ҫҫ. Унтан ӑмӑртӑва аслисем хутшӑнчӗҫ.

Кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем вырӑнсене ҫапла пайларӗҫ:

1 — Элӗк районӗнчи Элӗкри вӑтам шкул команди,

2 — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти вӑтам шкул команди,

3 — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн команди.

Арҫын ачасен командисем:

1— Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул команди,

2 — Етӗрне районӗнчи Палтайри вӗтам шкул команди,

3 — Элӗк районӗнчи Элӗкри вӑтам шкул команди.

1998–1999 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем:

1— Элӗк районӗнчи Элӗкри вӑтам шкул команди.

2 — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкул команди,

3 — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн команди.

1998–1999 ҫҫ арҫын ачасем хушшинче:

1 — Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул команди,

2 — Элӗк районӗнчи Элӗкри вӑтам шкул команди,

3 — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти вӑтам шкул команди.

1996–1997ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче:

1 — каллех Элӗксем малта пулчӗҫ.

2 — палтайсем йышӑнчӗҫ.

3 — ҫӗнатикассисем пулчӗҫ.

Ку ушкӑнри арҫын ачасенчен чи хӑвӑрт чупакансем Элӗксем, унтан Ҫӗнӗ Атикассисем, Элӗкри вӑтам шкулӗн тепӗр команди 3-мӗш вырӑна тухрӗ.

Аслӑ ушкӑнрисем хушшинче чи хастаррисем «Хастар» спорткомплекс спортсменӗсем, унтан — Хӗрлӗ Чутай райповӗн команди, виҫҫӗмӗш вырӑнта кӳршӗ район спортсменӗсем.

Ветерансем те парнесемсӗр юлмарӗҫ. Вӗсене «За волю к победе» (чӑв. Ҫӗнтерме тӑрӑшнӑшӑн) пылак тортпа хӑналарӗҫ. Йӗлтӗр йӗрне хатӗрленӗшӗн ятарлӑ парнепе Владимир Элеменкина чысларӗҫ.

Ҫӗнтерҫӗ командӑсене депутат асӑнмалӑх спорт кепки парнелерӗ, тортпа хӑналарӗ, ятарлӑ диплом парса хавхалантарчӗ.

Сӑнсем (114)

#Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай, #Элӗк, #Етӗрне районӗ, #Элӗк районӗ, #йӗлтӗрпе чупасси, #эстафетӑсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #спорт, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Атнар, #Палтай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем