Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Йӗпреҫри «Чӑваш пики» — Диана Козлова

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.02.2014 21:21 | 2092 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Районти 6 ял тӑрӑхӗнчи 9 пике хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Диана Козлова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ), Анжела Анисимова (Пучинке ял тӑрахӗ), Луиза Ильина (Шӑрттан ял тӑрахӗ), Валентина Васильева (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Мария Савельева (Кирово ял тӑрӑхӗ), Вера Архипова (Энтриел ял тӑрӑхӗ), Анжела Прохорова (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Алиса Васильева (Пучинке ял тӑрӑхӗ), Эльвира Бронникова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ) пилӗк конкурсра ӑмӑртнӑ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗш конкурсра кӑткӑс ыйтусене хуравланӑ. Виҫҫӗмӗш конкурсра юрӑ-ташӑ пулнӑ. Унтан хӗрсем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ. Юлашки конкурсра пикесем хитре кӗпесем тӑхӑнса утнӑ.

Паллах, кашни хӗр малти вырӑна йышӑнма тивӗҫ. Анчах ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллах. Пӗтӗмлетӳсене Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов тата Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ пӗлтернӗ. Зала пухӑннӑ халӑх сцена ҫинчи пикесене чылайччен алӑ ҫупнӑ. Диана Козлова «Чӑваш пики — 2014» ята тивӗҫнӗ. Эльвира Бронникова — «Вице чӑваш пики». Анжела Анисимова «Ҫап ҫутӑ кулӑллӑ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Луиза Ильина — «Хӳхӗм пике», Валентина Васильева — «Ҫепӗҫ пике», Мария Соловьева — «Ҫӗкленӳллӗ пике», Вера Архипова — «Ӑс пике», Анжела Прохорова — «Сӑпайлӑ пике», Алиса Васильева — «Илӗртӳллӗ пике». «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ.

Диана Козлова «Чӑваш пики — 2014» республика конкурсӗнче Йӗпреҫ районӗн чысне хӳтӗлӗ.

Сӑнсем (329)

#Чӑваш Тимеш, #Кӗлӗмкасси, #Йӗпреҫ районӗ, #конкурссем, #Чӑваш пики, #Шӑрттан, #Пучинке

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем