Авӑнӑн 2-мӗшӗнче Марфа Трубина ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. Ку куна халалласа Куславкка районӗнчи чылай вулавӑшра ятарлӑ литература каҫӗсем, кӗнеке куравӗсем уҫӑлчӗҫ. Тӗрлемес ял вулавӑшӗнче ку кун «Трубина Мархви литература ӗҫӗнчи пултаруллӑхӗ» таврапӗлӳ урокӗ иртрӗ. Ӑна Л.Павлова вулавӑш заведующийӗ ирттерчӗ. Унсӑр пуҫне вулавӑшра «Трубина Мархви» кӗнеке куравӗпе те паллашрӗҫ. Унта вӗсем «Хӗллехи каҫсенче», «Ача чухнехи», тата ытти хайлава вуласа пӗлме пултарчӗҫ.
Марфа Трубина — чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентевҫи. Хайлавсене ытларах ачасем валли ҫырнӑ.
Вӑл 1888 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Хусан кӗпернине кӗрекен Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) Куснар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1903 ҫулта ял шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Ҫыравҫӑ ӗҫне вӑл ҫак шкулта пикеннӗ.